АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуçаран пуçланать

17 августа 2016 г.

Йĕрке хуçаран пуçланать

Çÿп-çап пухма _ хутаç
Тăван тавралăх тирпейлĕхĕшĕн тăрăшманшăн пĕри ял тăрăхĕн пуçлăхне çул тăршшĕпех ятласа пычĕ. «Çырма-çатрана халăх мĕн кăна кăларса ывăтмась. Тепĕр чух пăснă çурт пĕренисене те илсе килсе пăрахаççĕ. Вутта çунтарма пулмасть-ши вара; Вырăнти ертÿçĕ çырмана тасаттарас тĕлĕшпе нимĕн те тумасть», _ çÿп-çап ыйтăвĕ канăç памарĕ Шупашкартан Йĕпреç районĕнчи тăван ялне кайма пуçтарăннă арçынна.
Паллах, йĕркене пăсакан кашни çын çумне хурал тăратаймăн. Анчах килти йĕрке чи малтан хуçаран пуçланать мар-и; Çырма-çатрана вăл вараламасан та пĕтĕм территоришĕн явап тытаканни-çке-ха. Çавăнпа халăх унăн ĕçне тавралăх сăн-сăпачĕ тăрăх та хаклать. 
Авă, Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Тимофеевич Иванов 40 пуçа çывхаракан сурăхĕсене кĕтĕве хăваланă чух урамра куç тĕлне пулакан çÿп-çапа саппаслăх чиксе тухнă хутаçа пуçтарать. «Йĕркесĕрлĕхе тÿсме пултараймастăп», _ тет. Экологи воспитанийĕ тĕлĕшĕнчен халăх «пиçсе» çитеймен. Анчах алă усмасть 2006 çултанпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан Валерий Иванов. Вăл тытса пыракан территори çав тери çырма-çатраллă, ял ячĕ «У-у, çырма» тенĕрен ахальтен пулса кайман ĕнтĕ. 
Вăрлакана тупатăнах
Çырмана çÿп-çап тăкнине курсан пуçлăх тÿрех йĕркене пăсакана шырама тытăнать. Кăларса ывăтнă япаласен хушшинче вăл хăш кĕтесрен çитнине палăртаканни тупăнатех. Çакăн хыççăн йĕркесĕрлĕх çинчен полицие, май килмесен прокуратурăна пĕлтерет. Кирлĕ чухне çут çанталăкпа çыхăннă надзор органне те евитлет. Паллах, çÿп-çапа вĕсем килсе тĕрĕсличчен вырттармасть, тÿрех тасаттарать. Унччен маларах фотоаппаратпа ÿкерсе юлать. Тавралăха варалакан хăйĕн айăпне ăнланни уншăн пĕлтерĕшлĕ. Явап тыттарсан вăл малашне ун пек хăтланмасса шанать.
_ Валерий Тимофеевич, Уçырма Канаш хулипе юнашар вырнаçнăран çÿп-çапа сирĕн тăрăха машинăпа вăрттăн килсе тăкакан та сайра мар пулĕ. Айăплине кашнинчех шыраса тупатăр-и;
_ Тепĕр чухне тулли машина çывăхри вăрмана кĕрсе кайнине çынсем асăрхаса пĕлтереççĕ. Пĕррехинче хыççăнах кайрăм, алăранах ярса тытрăм. Йĕркесĕрлĕхе фотоаппаратпа ÿкерме тытăнсан водитель ăна туртса илчĕ, анчах ĕç тухмарĕ. Полицие шăнкăравларăм, пурпĕр арçыннăн штраф тÿлеме тиврĕ. Темĕнле лару-тăрăва та лекнĕ.
Канаш хулинчен килсе тăкакансем те пур. Вăрмана хăрушла варалама тытăнчĕç. Унашккаллисене ялта тупаймаççĕ теççĕ пулас. Çÿп-çап хушшинче хуçине тăрă шыв çине кăларма пулăшакан япала куç тĕлне пулатех. Пĕрре çапла хула шкулĕнче вĕренекенсен тетрачĕсем лекрĕç. Çÿп-çап ăçтан «ураланнине» пĕлме йывăр пулмарĕ. Юлашки эрнесенче çырмана килсе тăкнă купара каллех хуçи кам пулнине палăртакан «компромат» тупăнчĕ. Куратăр-и, хальлĕхе ĕç пÿлĕмĕнчех выртать.
_ Тăван тавралăхшăн çавнашкал кĕрешнин усси пур-и; Ял çыннсем, тен, сахалрах варалаççĕ;
_ Харпăр хăйĕн кил-çурчĕ умĕнчи территорие тасатаççĕ, тирпейлĕ, илемлĕ пурăнма тăрăшаççĕ. Анчах кăмăла хуçаканни те пур. Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, Çимĕк тĕлне масар çинче йĕрке тума тухасса унти халăх чăтăмсăррăн кĕтет, пирĕн патра аплах мар.
Çырмана килсе тăкакан çÿп-çапа пуçтарма, тиесе яма ?хамăр вăйпа йĕркелекен субботниксене шута илмесен/, курăк çулма районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çын шыратăп. Халĕ нумайăшĕ хăйне интеллигент тесе шутлать, ун пек ĕçе килĕштермест.
Пуçаруллă çынсем çук тесе те калаймастăп. Ял тăрăхĕ çулсерен тавралăха тирпей-илем кĕртессипе йĕркелекен конкурссене хутшăнать. Канаш урамĕнчи Раиса Матвееван кил хуçалăхĕ пĕлтĕр районта малти вырăна тухрĕ. Ленин урамĕпе хутшăнса эпир парнеллĕ вырăнсене тивĕçнĕ. Хамăр ĕçсене республика шайне те тăратнă. 
Малалла тата хытăрах тăрăшăпăр. Пирĕн тăрăхра вак чул сарман урам çук. Вырăнти бюджет укçин ытларах пайĕ шăпах тавралăха типтерлеме каять. Хăш-пĕр урама иккĕмĕш хут вак чул хурса йĕркене кĕртнĕ.
Ялта шыв пăрăхĕпе çыхăнтарнă колонкăсем пулманнине асăрхарăр пулĕ. Ман шухăшпа кирлĕ те мар. Вĕсемпе чылай ялта нушаланнине пĕлетĕп. Кунта нумайăшĕ килте гидроаккумуляторпа усă курать. Çав хушăра çăлсене те юсатпăр, тирпейлетпĕр, ятарласа та чавтарнă. Анчах чылайăшĕнче шыв ăсакан сахал.
Уçырма çырма-çатраллă пулнăран пĕвесене пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Вĕсене те юсатпăр, юхăннисене çĕнĕрен чавтарнă. Малтанхи çулсенче хăшне-пĕрне арендăна панăччĕ, халĕ саккун улшăнчĕ. Çырмасем федераци харпăрлăхĕнче пулнăран вĕсене чикĕлесе кадастра тăратаймастпăр.
Пуçаруллă çынна халăх итлет, пулăшма тăрăшать. Кĕлтеçулĕнчи Ираида Михайловна Андреева Çĕнĕ Шупашкарти пĕр пысăк предприятире экологра тăрăшнă. Çавна кура-ши яла куçса килсен тавралăха тирпейлес ĕçе хастар кÿлĕнчĕ. Ял çыннисене пĕтĕçтерсе вăрçăра вилнисене асăнса лартнă кивĕ палăка çĕнетрĕç. Ун тавра чечексем, сирень лартрĕç, пăхса, шăварса тăраççĕ. 
Тав тăваççĕ кăмăлтан
_ Валерий Тимофеевич, çырма-çатраллă тăрăха тасамарлăхпа вараласран асăрхаса тăма, чăн та, ансат мар пулĕ. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕ сыхă тăни савăнтарать. Хăвăр опытпа эсир республикăн Çут çанталăк министерствин канашлăвĕнче те паллаштарнăччĕ. Пуçтарăнакан çÿп-çапа ăçта ăсататăр;
_ Пилĕк-ултă çул «Приволжская экологическая компания» пĕрлешÿпе ĕçленĕччĕ. Халĕ «Янтиковский коммунальщикпа» килĕшÿ тунă. Çÿп-çап турттаракан машина уйăхра пĕрре ?юлашки эрнекун/ килет. Çак кун тĕлне çынсем тулли михĕсене урама кăларса лартаççĕ. Пирĕн ĕçченсенчен пĕри укçа пуçтарать, ыттисем тиеççĕ. Ĕç хăвăрт пурнăçланать. Хальлĕхе 1 михĕшĕн ял çынни 25 тенкĕ тÿ-лет. Хака ÿстерме тăхтатпăр, апла тусан çÿп-çапа çырмана пăрахма тытăнасси шиклентерет.
_ Ял халăхĕ укçана енчĕкĕнчен хаваспах парать-и е;..
_ Ытларахăшĕ тÿлет. Канаш урамĕнче пурăнакан Надежда Петрова хăй унта-кунта кайнă чух укçине миххе чикет. Унсăр пуçне «тавтапуç» тесе çырнă хут хăварать.
Тепĕр чухне михĕсене йыт-качка тăлпалани пулать. Юлашки вăхăтра вĕсем йышланчĕç, тытакан çын тупаймастпăр.
Йывăрлăхсем пур, анчах тавралăха типтерлесси пирĕншĕн яланах пĕлтерĕшлĕ ĕç.

Ирина НИКИТИНА калаçнă
Виталий АЧЧА сăн ÿкерчĕкĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика