08 апреля 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн 37-мĕш сессийĕнче республикăн Министрсен Кабинечĕн 2015 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе отчет тунă.
М.Игнатьев Чăваш Республикин Правительствин приоритетлă енĕсене палăртнă, халăха право йĕркипе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Республикăри хуласемпе районсенче видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтарни те хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен пысăк усă кÿнине асăннă. Çакнашкал ĕçсене пурнăçлама иртнĕ çул 48 млн тенкĕпе усă курнă. Пĕлтĕр коррупцие хирĕç кĕрешессипе курăмлă ĕçсем тунă. Раççейĕн Президенчĕн Атăлçи федараци округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич йышăннă Плана туллин пурнăçланă. 2015 çулта пирĕн республикăра коррупципе çыхăннă преступленисен шучĕ 30 процент чакнă.
«Кăтартуллă ĕçлесе пыратпăр пулин те, ку енĕпе тата тăрăшуллăрах пулмалла. Чăваш енре пурăнакансен пурин те яваплăха туйса уçăмлă пулмалла, унсăрăн йĕркене пăсакансене çийĕнчех тупса палăртма хĕн», _ тенĕ Михаил Васильевич. «Хальхи вăхăтри тĕп ыйту _ халăхăн пурнăç условийĕн шайне ÿстересси. Çынсем ыранхи куна шанаççĕ, вĕсене Чăваш Енре лайăх тата кунта пурăнма килĕшет пулсан _ ку чип ахи. Çакăншăн пирĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшса, хамăра шанса панă ĕçсене таса чунпа пурнăçласа пымалла», _ тенĕ республика Пуçлăхĕ.