27 марта 2013 г.
Сурăм тăрăхĕнче хастар ĕçĕпе, ырă кăмăлĕпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнисем сахал мар. Паян сире вĕсенчен пĕринпе паллаштарас кăмăлăм пур. Вăл - Анат Сурăм ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Леонид Фомин. Унпа мана иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пирĕн хаçат редакцийĕнче секретарь-машинисткăра ĕçленĕ Е.Яковлева паллаштарчĕ.
– Ман йысна пек лайăх çын çĕр çинче урăх çук та пуль. Аттесĕр ÿснĕ эпир. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне анне вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Надя аппапа йысна хăйсем патне илчĕç. Вĕсем пулăшнипе Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри бухгалтерсен курсĕсенчен вĕренсе тухрăм. Асаттесен йăлипе туй тусах качча пачĕç. Çакăншăн вĕсене çĕре çити пуç таятăп, ĕмĕр-ĕмĕр вĕсен умĕнче парăмра эпĕ, - терĕ Елена шывланнă куç айĕсене пĕчĕк тутăрпа шăлса илсе.
Леонид Андреевич нумай ачаллă, вĕсем улттăн пулнă, çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ, Андрей Фомич, "Правда" колхозăн уй-хир бригадине ертсе пынă, амăшĕ, Елена Николаевна, хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе тунă. Пилĕк ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен нимĕнле ĕçрен те ютшăнман, вĕсемшĕн "пултараймастăп", "тăваймастăп" сăмахсем кулленхи калаçу чĕлхинче вырăн тупайман.
1961 çулта Фоминсен тăваттăмĕш ывăлĕ Люнькка ялти пуçламăш шкулăн алăкне уçса кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан Кăшнаруйĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çÿреме пуçланă. Ытти ачасем пекех çуллахи каникула пĕтĕмпе тенĕ пекех колхоз уй-хирĕнче ирттернĕ. Лашапа утă-улăм, тырă турттарнă, сухаланă ана çинчи тăпра муклашкисене катокпа ватса тикĕсленĕ. Хĕллехи тата çуркуннехи каникулсенче лаша çуни çине кăрман лартса кил тăрăх кĕл, кайăк-кĕшĕк каяшĕ пуçтарса çÿренĕ.
Иванпа Валери машинăсем çÿретнĕ. Леонидăн та вĕсем пекех руль умне ларса, урасемпе тăрăхла пĕчĕк кĕреçе евĕр тимĕр татăкĕсем çинче пускаласа, тус-тантăшне кĕвĕçтерсе урам тăрăх вĕçтерес килнĕ. Пиччĕшĕсене грузовиксене юсама, пăхса тăма ухутупах пулăшнă вăл. Сивĕ кунсенче Иванпа Валери ăшă тÿшекрен хăпиччен радиатора вĕри шыв ярса машинăна чĕртсе хуни те час-час пулкаланă. Лешсем вара шăллĕне тав туса хăш чухне руль умне те ларткаланă. Мĕнлерех хĕпĕртесе ÿкнĕ ун пек чухне Люнькка.
– Эпир çамрăк чухне ялта механизатор тĕп çын шутланнă, ватти-вĕтти хисеплетчĕ ăна. Кашни ача тенĕ пекех шофер пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та çак профессие чăвашра алла илме йывăртарахчĕ. Манăн пичче Валери Оренбургри техника училищине кайса вĕренсе килчĕ. Сакăр класс хыççăн эпĕ те икĕ юлташăмпа çав хулана кайрăм. Медицина комиссийĕ витĕр иккĕн çеç тухрăмăр. Пире шыв сапса та уйăрма çукчĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ – виçсĕмĕр те яла таврăнтăмăр, – аса илчĕ Леонид Андреевич.
Пĕр çул колхозра ĕçленĕ хыççăн Леонид Канашри 1-мĕш (халĕ 22-мĕш) профессипе техника училищине вĕренме кĕрет. Трактористăн ĕнентерÿ хучĕпе пĕрле çар комиссариачĕн чĕнÿ хутне илет. ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче тăватă уйăх водителе вĕренет. Часах салтака кайма ят тухать. Анат Сурăм каччи çар службине Демократиллĕ Германи Республикинче ирттерет. Ăна хăватлă "Урал" машина шанса параççĕ. Тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне, яваплăхне кура Леонида аслă водителе лартаççĕ. Ăна ултă водитель пăхăнса тăрать. Тÿрĕ кăмăлĕшĕн, хăйĕн специальноçне лайăх пĕлнĕшĕн Фомин рефрейтора командирсем те, çĕршыв умĕнчи тивĕçе пĕрле пурнăçлакансем те хисеплеççĕ.
1973 çулта салтак тумне хывать. Колхозра шофер ĕçне кÿлĕнет. Çав çулах яш чухнех куç хывнă Кăшнаруй хĕрĕпе пĕрлешет. Надежда Алексеевна ĕç биографине Шăхасанти ял хуçалăх техникин пĕрлешĕвĕнче штукатур-малярта ĕçленинчен пуçланă, пĕр вăхăт лавккара, колхозри кăлпасси цехĕнче тăрăшнă. Чылай çул хуçалăхри сĕт-çу фермине ертсе пынă. Халĕ - тивĕçлĕ канура.
Леонид Андреевич хĕрĕх çул ытла машина рулĕ умĕнче. Техникăна тирпейлĕ, юсавлă тытнă, унăн автомобилĕ кирек хăш вăхăтра та рейса тухма хатĕр пулнă. Сакăр çул каялла Л.Фомин кивелнĕ "ГАЗ-53" самосвал туянчĕ, юсаса çÿрекен турĕ. Юлашки çулсенче ăна "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхе çур аки, утçи, вырма вăхăтĕнче ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Ял çыннисене те ăна-кăна тиесе килме пулăшать. Тата çакна каласа хăварни те вырăнлă пуль тесе шутлатăп. Фоминсем – пурте механизаторсем: Иван, Валерий, Леонид тата Геннадий – водительсем, Николай – тракторист.
Леонид Андреевичпа Надежда Алексеевна тăватă çынна чун панă: икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Ашшĕпе амăшĕ ĕçрен хăраманни вĕсене пурнăçра малалла утма вăй парса тăрать, тăрăшса ĕçлеме хистет. Марина – ялти пекарньăн экспедиторĕ. Андрей – çар çынни, Ульяновск хулинче контрактпа службăра тăрать. Елена сывлăх хуралĕнче, Шупашкарти психиатри больницин сестри. Алексей тĕрлĕ машина юсама ăста. Пурте çемьеллĕ. Юратнă ашшĕпе амăшне ултă мăнук парнеленĕ. Вĕсем вара – Леонид Андреевичпа Надежда Алексеевнăн чи пысăк пуянлăхĕ. Асатте-кукаçи, асанне-кукамай тенине илтсенех чунĕсем сар çу пек ирĕлсе кайманни çеç. Кĕçĕн ывăлĕн, Алешăн, йĕкĕреш, ывăлпа хĕр, çурални, вĕсем çулталăк çурра çитни çинчен Леонид Андреевич хăпартланса пĕлтерчĕ.
Ĕçне кура чысĕ, хисепĕ. Л.А.Фомина ĕçри çитĕнÿсемшĕн КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем, преми пама хушса çырнă приказсем те сахал мар. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Леонид Андреевич 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа ялти культура çуртĕнче чăн-чăн уяв иртрĕ. Çывăх çыннисем, тăван-пĕтенĕ, тусĕсем юбиляра ăшă сăмахсемпе, парнесемпе, илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç, кун-çула малалла тăсма, тăван кил ăшшине упрама, хуçалăха çирĕп тытса пыма ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх, ачисемпе мăнукĕсенчен ыррине кăна курма сунчĕç.
В.АЧЧА.