27 марта 2013 г.
Канаш районĕн сучĕн приговорĕпе районти К. тата А. ялĕсенче пурăнакан 22 çулти йĕкĕте тата 14 çулсенчи икĕ çамрăка айăплă тесе йышăннă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн уголовлă кодексĕн 162-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (разбой) айăпланă. 22 çула çитнине 4 çуллăха "кирпĕч шутлама" яма, 14 çултисене 3-шер çул ирĕксĕр хăварма йышăну кăларнă.
Следстви управленийĕн пайĕ тата суд çакна палăртнă: иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче усал шухăш тытнă çамрăксем А. ялĕнче пурăнакан 43 çулти арçын патне килне пырса кĕнĕ. Вĕсем арçынран кĕсье телефонĕ тата 26 пин тенкĕ укçа ыйтнă (вĕсене вăл пĕр çамрăкăн амăшĕнчен туртса илнĕ имĕш), çĕçĕпе хăратнипе пĕрлех патакпа тата алă-урапа хытах хĕнесе пĕтернĕ. Арçыннăн сылтăм аллипе сылтăм урине хуçнă.
Е.ИЛЬИН,
следователь.