АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок – канашсенче

27 марта 2013 г.

Республикăри "Урожай" спорт обществи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисенчен йĕркеленĕ командăсем хушшинче мини-футболла выляса мала тухассишĕн ăмăртусем йĕркеленĕ. Финалти вăйăсем Етĕрне хулинчи "Присурье" физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ. Унта 6 команда хутшăннă. Малтанхи тĕлпулусенче канашсен команди етĕрнесене 7:0, елчĕксене 4:0 шутпа парăнтарнă. Çурма финалта пенальтипе вăрмарсене çĕнтернĕ – 4:3. Финалта Хĕрлĕ Чутай районĕн командипе тĕл пулнă. Вăл пирĕннисем 3:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ.

Район командишĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Ю.Михайлов, чăх-чĕп фабрикин директорĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Федотов, "Урюм" ЯХПК, "Победит", "Сормовский" тата "Канмаш" агрофирма" ертÿçисем Ю.Антонов, Д.Семенов, В.Степанов, А.Лапшин вылянă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика