27 марта 2013 г.
Эрне кун район администрацийĕн акт залĕнче агроинженери конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, ял хуçалăх организацийĕсен, федераллă службăсен ертÿçисем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, минераллă удобренисем, ÿсен-тăрана хими хÿтлĕхĕ памалли хатĕрсем, ял хуçалăх техники тăратакан организацисен, страховани компанийĕсен, кредит учрежденийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Министр çумĕ Э.Александров иртнĕ çул республикăра мĕн пур йышши ял хуçалăх продукцийĕсем туса илесси ÿсни çинчен пĕлтерчĕ. Çĕр улми çитĕнтерессипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Эдуард Валентинович пирĕн районăн ÿсĕмĕсене те палăртса хăварчĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров иртнĕ çулта тунă ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çур акине хатĕрленесси мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Кадрсем, çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем, минераллă удобренисем çителĕклĕ, техника юсавлă, кирлĕ чухлĕ пултăр тесе тăрăшмалла, тĕш тырă, çĕр улми лаптăкĕсене пĕлтĕрхи шайрах хăвармалла.
"Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен филиалĕн ертÿçин çумĕ А.Титова ака ирттерме вăрлăх хатĕрлес, ял хуçалăх культурисене сăтăр кÿрекен хурт-кăпшанкăпа, чирсемпе, çум курăксемпе мĕнле кĕрешес енĕпе паха сĕнÿсем пачĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕн кандидачĕ Е.Ендерова та ку енĕпе усăлллă канашсем сĕнчĕ.
"Госсорткомиссия" учрежденин пуçлăхĕ В.Васильев ял хуçалăх культурисен сорчĕсен тĕрĕс-левĕн кăтартăвĕсене конференцине килнисем патне çитерчĕ. Вăл ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене, фермерсене тĕрĕслев витĕр тухнă, районланă вăрлăхсене çеç акма-лартма сĕнчĕ.
Патшалăх техсăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров юлашки виçĕ çулта ирттернĕ техосмотрсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Кăçал ятарласа хатĕрленĕ графика, уй-хир ĕçĕсенче хăрушсăрлăх техникин йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтрĕ. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова ака вăхăтĕнче сывлăхшăн сиенлĕ ĕç условийĕсене хутшăнакансене медицина смотрне тухассине вăраха яма юраманнине аса илтерчĕ. Çавăн пекех конференцире республикăри кредит тата ял хуçалăхне тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтерсе тăракан организацисен представителĕсем тухса калаçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлекенсене çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă ирттерме, ял хуçалăх бизнесĕнче çитĕнÿсем, çирĕп тĕллевлĕх сунчĕ.
А.ТЯМИНА.