АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Награда Куславккара шыраса тупнă

22 марта 2013 г.

– Ача чухне чупмалли вăйăсемшĕн каçсах каяттăмччĕ. Уйрăмах вăрçăлла выляма ухутаччĕ. Час-часах эпир, шухă, лара-тăра пĕлмен арçын чăмаккисем, "хĕрлисемпе шуррисем" çине пайланаттăмăр та ял хĕрринчи çырмара мĕн каçчен "çапăçаттăмăрччĕ". Кашнинче тенĕ пекех киле выçă, çурса янă кĕпе çаннипе е йĕм пĕççипе, ÿт çинче унтан та кунтан кăвакартнă е шăйăрттарнă вырăнсемпе хăпарса тухнă мăкăльсемпе таврăнаттăмăр. Эх, анне вара питĕ хытă тустаратчĕ, çемçе вырăнтан самаях лектеретчĕ, атте вара хÿтĕлетчĕ: "Характерне, сывлăхне çирĕплеттĕр, çаксем пĕтĕмпех салтакра кирлĕ пулĕç", – тетчĕ вăл, - пуçларĕ аса илĕвне вăрçă тата ĕç ветеранĕ А.Михайлов.

Артем Михайлович Куславкка районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче 1918 çулхи юпа уйăхĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Пилĕк ача пулнă: икĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Саккăр тултарсан Артем парта хушшине ларнă. Тăрăшса вĕреннĕ вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ сакăр класс хыççăн ăна ялти хутла пĕлмен çынсене вулама-çырма вĕрентме шаннă. Çулталăка яхăн чукун çул çинче путеецра вăй хунă.

Хĕл каçсан Артема ашшĕ-амăшĕ, пĕр тăванĕсем Чулхулана ăсатнă. Унта чăваш каччине Атăлçи пароходствин СССР Çут ĕç министрне Бубнова асăнса ят панă транзитлă пăрахучĕн команди хăйĕн йышне илнĕ. Ĕçчен, тăрăшуллă, мĕн хушнине итлекен çамрăка пурте килĕштернĕ, хисепленĕ. Кĕркунне Михайлов матроса юхан шыв тата тинĕс флочĕн судомеханика вĕрентекен шкулне пĕлÿ илме янă. Вăл ăна питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Ăна "Октябре 20 çул" карап механикĕн иккĕмĕш пулăшуçин ĕçĕсене туса пыма хушнă.

Тепĕр çулхине А.Михайлов Çурçĕр флочĕн "Двина" пăрахут командин членĕ пулса тăнă. Çак пăрахутпа Печора юхан шывĕпе Воркутана шахта хатĕрĕсем турттарнă, унтан Нарьян-Мар тата Усть-Уса хулисене – çĕр кăмрăкĕ.

Хĕрĕхмĕш çултах фашистла Германи вăрçă пуçласси палăрнă. Нумайăшĕ çакна пĕлнĕ, анчах та шарламан. А.Михайлов службăра тăракан Çурçĕр флочĕ те сассине паман. Мĕншĕн тесен никамăн та "халăх тăшманĕн" ятне илтес, чĕлхене пула пуçне çухатас килмен. Совет Союзĕн чиккине кĕрекен тинĕс уçлăхĕнче пĕрре мар нимĕçсен шыв айĕпе çÿрекен киммисене асăрханă. Вĕсем пирĕн карапсене путарнă тĕслĕхсем те пулкаланă.

– Коми АССРĕнчи çар комиссариатне тăватă хутчен фронта хам ирĕкпе кайма рапорт çыртăм. Кашнинчех каялла тавăрса пачĕç. "Сана Çурçĕре комсомол путевкипе янă. Санăн тата юлташусен çĕршыва тата флота топливăпа тивĕçтерсе тăмалла. Çавăнпа та эсир кунта питĕ кирлĕ", – çакăн пек пулчĕ çар комиссарĕн хуравĕ, – терĕ Артем Михайлович.

Пĕррехинче Артем аллине ăнсăртран темле хаçат татăкĕ лекнĕ. Унта "Сталин сăмахĕ" статья пулнă. Çав статьяра нимĕнле пуçлăх та фронта хăй ирĕкĕпе каяс текене тытса чарма пултарайманни çинчен çырнă. Каччă тÿрех çар комиссариатне вĕçтернĕ. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче вăл çар тумĕ тăхăннă.

Фронта вĕсене штрафниксемпе ăсатнă. Паллах, вĕсене уйрăм вакуна лартнă. Палăртнă вырăна çитсен пурне те стрелоксен 158-мĕш полкĕн составне кĕртнĕ. Судпа айăпланнисене çав кунах атакăна хăваласа янă. Вĕсенчен пĕри те чĕрĕ юлман текен сас-хура тухнă.

– Пĕрремĕш çапăçăва Вязьма çывăхĕнче кĕтĕм. Снарядсем, минăсем, гранатăсем çурăлаççĕ, пульăсем шăхăраççĕ, аманнисем ыратнипе чуна çурасла йынăшаççĕ, унта та кунта вилесем выртаççĕ. Питĕ хăрушă. Ура айĕнчен çĕр тарать тейĕн. Шăпах çавăн чухне эпĕ вилĕм мĕн иккенне, пурнăç мĕнле хаклă пулнине туйса илтĕм, – малалла калаçрĕ Артем Михайлович ассăн сывласа.

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче А.Михайлов ураран çăмăллăн аманнă. Вăрçă хирĕнчи госпитальте сипленнĕ. Сывалса çитсен стрелоксен 875-мĕш полкне куçарнă. Ăна стануклă пулемет панă. Икĕ уйăха яхăн пулеметчиксен ротин старшинин тивĕçĕсене пурнăçласа тăнă. 1944 çулхи пуш уйăхĕнче инженерипе техникăн 335-мĕш уйрăм батальонĕн разведчикĕсен çемйине илнĕ.

1944 çулхи утă уйăхĕн вĕçĕнче А.Михайлов мина ванчăкĕпе йывăр аманнă. Ăна Тамбов хулинчи çар госпитальне вырттарнă. Вăрахчен сипленнĕ. Сулахай урине тунинчен аяларах татнă. 1945 çулхи çурла уйăхĕнче ăна медицина комиссийĕ иккĕмĕш ушкăнри инвалид тесе йышăннă та килне кайма ирĕк панă. Икĕ уйăхран суран уçăлнă. Çичĕ уйăха яхăн унăн эвакогоспитальте выртма тивнĕ.

– Пĕррехинче Куславккари çар комиссариатне чĕнсе илчĕç. Кунта кăкăр çине виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне çакса ячĕç. Çак наградăна мана Витебск патĕнчи çапăçури паттăрлăхшăн тăратнăччĕ. Ун чухне пирĕн пулемет расчечĕ вуншар гитлеровецпа власовеца тĕп туса пирĕннисене атакăна çĕнтерÿпе вĕçлеме çул уçса панăччĕ, – аса илчĕ ветеран.

Артем Михайлович çавăн пекех Аслă вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Çар командованийĕн тав çырăвĕсем те сахал мар. Тăнăç пурнăçра çар наградисем çумне ĕçре маттур пулнине кăтартаканнисем хушăннă. Ăна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе, "Чукун çул транспортне аталантарассинче палăрнăшăн" паллăпа, хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Вăтăр çул ытла вăл вакунсем юсакан заводра вăй хунă. Тимĕре хĕртсе штамплакан цехра хатĕрленĕ детальсене тĕрĕслесе йышăннă, кладовщикра ĕçленĕ. Темиçе çул цехри профсоюз комитетне ертсе пынă, ăна пĕрре мар завод комитечĕн членне суйланă. Артем Михайлович – вакунсем юсакан заводăн хисеплĕ ветеранĕ. Унăн мăшăрĕ Валентина Егоровна çак цехрах молот машинисчĕ пулса ĕçленĕ. Вăл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çирĕм çула çывхарать. Михайловсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ, ачасем ÿстереççĕ.

Тăхăр вун пиллĕке çывхаракан ветеранпа хыттăн алă тытса уйрăлтăм. Аслă Çĕнтерÿ 68 çул тултарнине уявланă кунта тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика