АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл сăвăç та, вăйăç та, ытти ĕçе те ăста

22 марта 2013 г.

Виталий Михайлов 45 çул каялла Янкăлч шкулне килнĕ те паян кун та ачасене юрлама, ÿкерме, черчени предметне вĕрентет. Ĕç урокĕсене те вăлах ирттерет. Хăйĕн шкулти тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне Виталий Михайлович Михайлов сăвă çырма та ăста. Унăн лирикăллă сăввисене пирĕн "Канаш ен" хаçат темиçе çул каялла тăтăшах пичетленĕ.

- Сан сăввусене вулама питĕ çăмăл, вĕсен рифмисем питĕ çыпăçуллă, - тесе хавхалантаратчĕç те мана юлташсем, çырас кăмăл çĕкленсех каятчĕ, - тет Виталий Михайлович. - Сăвă çырасси – маншăн чун йăпатмăшĕ, анчах юлашки вăхăтра вăхăт çитменнипе нимех те çыраймарăм çав.

(Çакна каласа хăвармалла: хăй вăхăтĕнче пултаруллă çамрăк учитель ялти чипер те хÿхĕм хĕре халалласа сăвăсем те çырнă. Каярахпа çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăрнă. Виталий Михайловичпа Людмила Алексеевна икĕ хĕр те пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ).

Нумай çул каялла Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕскер, вăл хăй сăввисемпех юрăсем те çырать. Ытларах ача-пăча валли. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Шупашкарти педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕскер, Виталий Михайлов картинăсем ÿкерме те ăста. Янкăлч ялĕн клубĕнче те вăл сăрăпа ÿкернĕ картинăсем пур. Шкулти кабинетсене те вăлах илемлетсе, йĕркене кĕртсе тăрать. Ачасене тĕрлĕрен ĕçе вĕрентнĕ май, классенчи партăсене те хăех юсать.

- Хальхи партăсем питĕ черчен, часах ванаççĕ, вара эпĕ мастерскойĕнче çĕнĕ болтсем касса лартатăп, - каласа парать Виталий Михайлович. - Ĕç урокĕсенче ачасене резецсемпе касма вĕрентетĕп. Хамăрах кирлĕ инструментсем те тăватпăр. Сăмахран, резецсене хăйрамалли шаблона урокрах ăсталарăмăр.

- Виталий Михайлович, ачасене станок патне яма юрать-и вара;

- Çав тери асăрханса ĕçлетпĕр. Ачасене алă пăчки те тыттарма юрамасть уроксенче. Ĕçе мĕнле вĕрентмелле-ха апла; Килте пăчкăпа каскалаççĕ вĕт-ха вĕсем;

Виталий Михайлович каласа панă тăрăх, малтан мастерской уçă çĕрте пулнă пирки унти пĕтĕм оборудование ватса, çаратса пĕтернĕ. Мастерской валли уйрăм пÿлĕм парсан ватса пĕтернĕ станоксене çĕнĕ çĕре куçарса лартнă, юсаса ĕçлемелле тунă. Йывăçпа тата тимĕрпе ĕçлемелли токарь станокĕсене те çĕнĕрен тенĕ пекех тума тивнĕ ĕç учителĕн. Йывăçпа ĕçлемеллине шыв уçлакан насус моторĕпе çавăрттармалла тунă. Халĕ шкул мастерскойĕнче икĕ токарь станокĕ, икĕ хăйра.

Çавăн пекех Виталий Михайлович столяр ĕçне те ăста. Классенчи хавшанă чÿрече рамисене те вăл хăех тăвать, кантăкне те лартать - çынна чĕнсе ĕçлеттермелле мар. Кадет класĕ валли эмблема ÿкерсе панă, "Зарница" вăййа кайма пуçтармалли сĕтеле, саксене те вăлах тунă. Шкул картишĕнче ларакан вертолет салонĕнчи саксене вăлах юсаса тăрать.

- Юрататăп эпĕ кăштăртатма, - хавхаланса каласа парать мана Виталий Михайлов. - Эпĕ хамах штукатур, каменщик ĕçне те лайăх пĕлетĕп, плиточник та хамах. Пÿрт кăмаки туман, паллах, лаçпа мунча кăмакисене хамах ăсталанă. Килти ĕçе тума нихăçан та çынна чĕнмен. Учительсем ĕçе ывăçĕ-ывăçĕпе çĕçĕ, хачă илсе килсе параççĕ хăйрама. Эпĕ савăнатăп çавăншăн, хама çынна юрăхлă çын пек шутлатăп.

Виталий Михайлов Янкăлч шкулне ĕçлеме килсенех ял çамрăкĕсен хорне те ертсе пынă. Янкăлчсем Сиккасси хорĕпе пĕр тан утнă вăхăтсем те пулнă. Шел пулин те, вăхăт иртнĕçемĕн Янкăлч хорĕ саланса кайнă. Шкул коллективĕ вара хăйĕн фольклор коллективĕпе чăннипех мухтанма пултарать. Пĕлтĕр районти акатуйра шкул артисчĕсем ăсталăх енĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă. Кунта Виталий Михайловăн тÿпи те пур - вăл вĕсене купăспа та, баянпа та юрăсем юрлаттарать, ташăсем ташлаттарать. Сăмах май каласан, темиçе çул каялла районта ирттернĕ "Выля, хут купăс" конкурсра Янкăлч учителĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă, ăна "Ăста купăсçă" ят панă.

Купăс калама вăл ачаранах ăста пулнă. Акă мĕн каласа парать Виталий Михайлов ача чухнехи çулсем çинчен:

- 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне атте мана мăнкуна илсе каятчĕ. Ачасем урамра выляççĕ, чуччу ярăнаççĕ. Манăн та вĕсемпе пĕрле выляс килетчĕ. Эпĕ вара купăс çакса янă та çÿретĕп Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртан ялĕн урамĕсем тăрăх хĕрĕнкĕ хурăнташсене юрă юрлаттарса. Вăрттăн макăрса та илеттĕм...

- Халĕ Янкăлчра мăнкуна тухаççĕ-и;

- Ĕлĕк урам тăрăх пурте пĕрле карталанса юрă юрласа çÿренĕ, савăннă. Халĕ пĕр кун пĕрисем патне, тепĕр кун теприсем патне пухăнаççĕ. Нимĕн интересĕ те çук.

Каярахпа эпĕ Виталий Михайлович 1-мĕш класс ачисемпе ирттерекен юрă урокĕнче пултăм. Учитель вĕсене музыка грамотине те, чăваш юррисене те вĕрентет.

- Эс ан çуйăх, ан çухраш,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш...

– янратаççĕ ачасем. Сассисем уçă, итлеме те кăмăллă.

- Ачасем питĕ пултаруллă, - тет Виталий Михайлович. - Анчах ашшĕ-амăшĕ вĕсене малтан чăвашла мар, вырăсла калаçма вĕрентни пăшăрхантарать мана. Мĕн те пулин чăвашла каласан, "Мы по-чувашски не знаем" тесе кăна каласа хураççĕ. Кун пек пулсан чăваш культурине мĕнле малалла аталантарса пырăпăр-ха эпир;

Тĕрĕс калать учитель. Питĕ кирлех-ши вăл ача калаçма пуçласанах ăна вырăсла кăна вĕрентни; Харăсах вĕрентĕр вăл чăвашла та, вырăсла та. Чăн чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ ача шкула пĕрремĕш класа пырсан "Я по-чувашски не знаю" тени вырăнлах-ши;

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика