22 марта 2013 г.
Пирĕн республикăра кашни çулах Чăваш Республикин çар комиссариачĕн уйрăмĕсенче, хуласемпе районсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче саппасри граждансене çар учетне илессипе тата бронь парассипе çыхăннă ĕçсене мĕнле йĕркелесе пынине хаклама смотр-конкурс ирттереççĕ. Мартăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли залĕнче конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Янкăлч ял тăрăхĕ конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.
Ку çитĕнĕве, паллах, пĕччен тума çук. Ĕç ăнăçлăхĕ килĕшÿллĕ ĕçленинчен нумай килет. Янкăлч ял тăрăхĕн администрацийĕн çар учетне туса пыракан специалисчĕ Надежда Семенова çак ĕçре нумайранпа мар, апла пулин те вăл вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕпе, республикăн çар комиссариачĕн Канаш хулипе тата Канаш, Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ.
Хăйне шанса панă ĕçе Надежда Валерьевна тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçлать, çавăнпах ĕнтĕ кĕске вăхăтрах вăл хăйĕн ĕçне çÿллĕ шайра кăтартма пултарчĕ. Н.Семеновăна пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа тата куçса çÿрекен кубокпа чысларĕç. Саламлатпăр!
О.ВАСИЛЬЕВА,
ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.