22 марта 2013 г.
Районта информацин пуш уйăхĕнчи кунĕ иртрĕ. Хальхинче ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çурхи уй-хир ĕçĕсене туса ирттерессипе палăртнă задачăсем, Раççей Федерацийĕн пенси системин 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕ, 2013 çулта коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тÿлемелли тарифсем çинчен калаçрĕç. Канаш тăрăхĕн çыннисемпе тĕл пулма Шупашкартан Чăваш Республикин ветеринари службин ертÿçи Г.Яковлев ертсе пыракан ятарлă ушкăн килчĕ. Унăн составĕнче – пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ И.Устенко, "Чăвашэнерго" филиалăн Кăнтăр производство уйрăмĕн директорĕ В.Титов, çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен прокурор пулăшуçи А.Хрычев. Çула тухас умĕн район администрацийĕн акт залĕнче кÿртĕм инструктажра яваплă службăсен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç.
Чăваш Республикин ветеринарин тĕп инспекторĕ А.Яковлев тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов Çĕнĕ Чалкасси, Сител тата Вырăскас Пикших çыннисемпе тĕл пулчĕç. Вĕсенче, çавăн пекех информкун программинче палăртнă ялсенче пухăннă халăха темăсене уçса пачĕç. Районта ял хуçалăх предприятийĕсем 31, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 68, харпăр хăй хушма хуçалăхсем 17440. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çур акине 17621 гектар çинче ирттермелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 11465, çĕр улми 2871, пахча çимĕç 229, пĕр çул ÿсекен курăксем 2478 гектар йышăнĕç. Иртнĕ çулхи кĕркунне тĕш тырă 3486 гектар акса хăварнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене тума дизтопливо 345, элит вăрлăх 94 тонна туяннă, минераллă удобренисем 361 тонна кÿрсе килнĕ. Хатĕрленĕ вăрлăхăн 70 проценчĕ акма юрăхлă. Ушкăн ертÿçисем хуçалăхсен экономикине аталантарма инвесторсене явăçтарни, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
Тĕл пулăва пынисем пенси системин реформипе çыхăннă ыйтусемпе те интересленчĕç. Вĕсен пĕр ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ. Коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли тарифсене кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ÿстерме палăртнине нумайăшĕ чĕрине ыраттарса йышăнчĕ. Шывшăн тÿлесси 7,6 процент, çут çанталăк газĕшĕн 15, ăшăшăн 8,5, электроэнергишĕн 10,1 процент ÿсĕç.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева ертсе пыракан ушкăн Ямаш ял тăрăхĕнче пулчĕ. Кунта информкун темисем çумне тăваттăмĕшĕ те хушăнчĕ. Калаçу майĕпен бюджет сферин хăш-пĕр категорири ĕçченĕсене ĕçшĕн тÿлемелли шая тапхăрăн-тапхăрăн ÿстермелли мерăсем çине куçрĕ. Лия Алексеевнăна вăл е ку ыйтăва итлекене тивĕçлĕ хурав пама Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Харитонов пулăшрĕ. Владимир Тимофеевич тăрăхри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, çитĕнÿсем, çывăх вăхăтрах татса памалли ĕçсем, уйрăмах культура çурчĕсемпе тата библиотекăсемпе çыхăннисем çинче чарăнса тăчĕ.
В.АЧЧА.