20 марта 2013 г.
Шăхасанти"Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче районта пуçласа çăлавçăсен шыври нумай енлĕ Кĕрешĕвĕ иртрĕ. Унта шкулсен 50 яхăн яшĕсемпе хĕрĕсем хутшăнчĕç. Программăра – "путакана" 25 метр ишсе çăласси, 25, 50, 100 метра чăрмавсене çĕнтерсе ишесси, "путакана" çăлăнмалли ункă пăрахса парасси.
Командăсем хушшинче малти виçĕ вырăна Аслă Мами, Шăхасан тата Атнаш шкулĕсен командисем тухрĕç. хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче А.Перчаткин, Т.Чайникова, Е.Петрова (пурте Шăхасан шкулĕн воспитанникĕсем), В.Крислатый, А.Григорьева (Аслă Мами) тата А.Павлов (Энтрияль) çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна А.Прокопьев, В.Заверкина, В.Леонтьев, А.Мельдин, А.Леонтьева (Шăхасан) тата Т.Никонова (Аслă Мами) йышăнчĕç, виççĕмĕшне – А.Архипов (Аслă Мами), С.Александрова, Д.Денисов, М.Семенова (Шăхасан), А.Егорова тата А.Егоров (Атнаш).
А.ВИТАЛЬЕВ.