АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх шурă чечек пек таса пултăр

20 марта 2013 г.

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен Раççейре "Шурă чечек" ятпа уйăхлăх иртет. Ăна кашни çулах халăха хăйĕн сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрма вĕрентес, туберкулез чирĕнчен асăрханас тĕлĕшпе çулленех флюорографи тĕрĕслевĕ тума хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче районта çынсен организмĕнчи туберкулез микобактерийĕсене палăртас тĕллевпе флюорографи, туберкулиндиагностика тума тата бактериологи лабораторийĕнче тĕрĕслеттерме уçă алăксен кунне ирттереççĕ.

Мартăн 24-мĕшне çĕр чăмăрĕ çинче Пĕтĕм тĕнчери туберкулеза хирĕç кĕрешмелли кун тесе çирĕплетнĕ. Çак кун 131 çул каялла нимĕç микробиологĕ туберкулез микробне тупса палăртнă.

Раççейре шурă чечек туберкулезпа кĕрешекен символ шутланать.

Паян эпир çак йывăр чире малтанхи тапхăртах тупса палăртма, унтан тĕрĕс-тĕкел сыватма пултараятпăр. Анчах та çак ăнăçу çынран хăйĕнчен нумай килет: хăйне хисеплекен çын сывлăхĕшĕн тăрăшать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче çулленех тĕрлĕ темăпа мероприятисем йĕркелетпĕр: шкул ачисем, ял çыннисем, ĕç коллективĕсем хушшинче туберкулез чирĕ çинчен ăнлантару сехечĕсем, "çавра сĕтелсем", лекцисем ирттеретпĕр. Акци вăхăтĕнче "Сывлăх шкулĕн" уйрăмах тухăçлă ĕçлемелле.

Шкулсенче çак темăпа сывлăх кĕтесĕсем уçмалла, сочиненисен, рефератсен, санбюллетеньсен, тематикăллă диктантсен, ÿкерчĕксемпе буклетсен конкурсĕсене ирттермелле, вырăнта мала тухнă ĕçсене районти тĕп больницăн туберкулез кабинетне апрелĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла.

Пирĕн умра тăракан чи пĕрремĕш тĕллев икĕ е ытларах çул флюорографи тухман çынсен сывлăхне тĕрĕслесси. Юлашки çулсенче ку тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр, çавăнпа та туберкулезпа чирлекенсен, çак амака пула вилекенсен йышĕ палăрмаллах сахалланчĕ. Апла пулин те 2012 çулта Аслă Мами, Сухайкасси, Чакаç, Тăрăн ялĕсенче ку чир тĕлĕшĕнчен лару-тăру йывăрланнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Ял тăрăхĕсен ертÿçисен çак ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Пĕлтĕр районти халăхăн 74,7 процентне флюротĕрĕслев витĕр кăларма май килчĕ. Шел пулин те, механизаторсен мĕн пур йышĕн 25 проценчĕ кăна хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Ку, паллах, питĕ япăх пулăм. Хамăрăн сывлăха упрамалла, вăл пире пурăнма кирлĕ-çке-ха.

Л.АЛЕКСЕЕВА,

районти фтизиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика