20 марта 2013 г.
Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ çĕршывĕпех, тĕнчипех паллă ăсчахсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн химипе биосинтез кафедрин профессорĕ, хими наукисен докторĕ В.Скворцов. Унăн ачалăхĕ Комсомольски районĕнчи Юнтапа ялĕнче иртнĕ. Викентий Григорьевич çÿлерех асăннă вĕренÿ заведенийĕн биологипе хими факультетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк специалиста пирĕн районти Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров генерал-майор ячĕллĕ Ачча вăтам шкулне ĕçлеме янă. Икĕ çул вăл ачасене химине вĕрентнĕ. Кун çинчен пире ун чухне çак шкулти педагогсен коллективне ертсе пынă В.Мясников пĕлтерчĕ. Владимир Дмитриевич университетăн "Педвузовец" хаçачĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче тухнă номерне парса хăварчĕ. Унта В.Скворцов ăсчах 70 çул тултарнă ятпа самаях пысăк статья пичетлесе кăларнă. Паллă химикăн пуян биографийĕнчи хăш-пĕр вырăнсене пирĕн хаçата вулакансем патне çитерес терĕмĕр.
Викентий Григорьевич 1969 çулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Хими кафедрин аслă преподавателĕнче ĕçленĕ, темиçе çултан ăна доцента лартнă. Каярахпа кафедрăна ертсе пынă, наука ĕçĕсен проректорĕ пулнă. Вăл химилле бор хутăш облаçĕн ăста специалисчĕ. Вăл ертсе пынипе хими тата ял хуçалăх отраслĕсем валли пысăк эффективлă препаратсем хатĕрленĕ. Вĕсене Шупашкарти, Мускаври, Ярославльти, Самарти, Павлодарти, Ригăри, Пермьри, Чулхулари, Ижевскри, Хусанти, Костромари, Петрозаводскри предприятисенче ĕçе кĕртнĕ. Хими тата биосинтез кафедрин наука ĕçченĕсен коллективĕ Раççейри, Украинăри, Узбекистанри, Кыргызстанри хими институчĕсемпе тачă çыхăну тытать.
В.Скворцов "Наука шкулĕн никĕслевçи (БАФОС)" ята тивĕçнĕ. Ăна "Раççей наукисен шкулĕсем" энциклопедие кĕртнĕ. Викентий Григорьевич биографи тĕпчевĕсен наци фондне кĕрсе "Who is who в России" энциклопедисен пĕтĕм тĕнчери коллекцийĕн пайĕ пулса юлнă. Каçал тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕ, пирĕн районшăн та вăл ют мар, 700 яхăн пичет ĕçĕ хатĕрленĕ. Вĕсенчен çуррийĕ хамăр çĕршывăн, наука академийĕсен журналĕсенче, тĕнчери 17 çĕршывра пичетленнĕ.
В.Скворцова Нобель, Д.И. Менделеев, Н.С.Курнаков академик медалĕсемпе, кăкăр çине çакмалли "СССР изобретателĕ" паллăпа наградăланă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ наука деятелĕ", "Сорос профессорĕ" тата ытти хисеплĕ ятсем панă. Викентий Григорьевич – Нью-Йорк академийĕн чăн-чăн членĕ, Чăваш Республикин Наука тата информатизацин Пĕтĕм тĕнчери , естествознанин Раççей академийĕсен членĕ. Канăçсăр чĕреллĕ ăсчах наукăпа тĕпчев ĕçĕсене педагогика ĕçĕпе пĕлсе çыхăнтарать. Студентсем тата аспирантсем валли лекцисем вулать. Вăл ертсе пынипе воспитанникĕсем наука конференцийĕсене, конкурссене хутшăнса лауреатсем пулса тăраççĕ, наука çулĕпе кайнисем те пур.
Викентий Григорьевич тăван коллективра та, республикăн наукăпа педагогика общественноçĕнче те, Чăваш Ен тулашĕнчи химик-ăсчахсем хушшинче те пысăк хисепре.
В.АЧЧА.