15 марта 2013 г.
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче тельняшка тăхăннă ачасем йышлăн курăнма пуçларĕç. Тăватă урок хыççăн акт залне 6,7,8, 9, 10, 11-мĕш классенче вĕренекен ачасем пухăнса викторина-конкурс пуçларĕç. Уçă викторинăна гвардеец-десантниксене халалларĕç. 2000 çулхи пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 76-мĕш сывлăш-десант дивизийĕн 104-мĕш парашютпа десант полкĕн 6-мĕш роти Чечен Республикинче тан мар çапăçура ĕмĕрлĕхех герой ятне тивĕçнĕ. 6-мĕш ротăра службăра тăнă гвардеец-десантниксене хисеплесе шкулти викторинăна ирттерме сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Валерий Витальевич Анисимов (15 çул хушши сывлăш десант çарĕнче службăра тăнă, халĕ Раççейри ДОСААФăн Канашри автошкулăн пуçлăхĕ), Раççей çарĕн подполковникĕ Андрей Васильевич Наймушин, Чечен Республикинче çарта тăнă Николай Николаевич Дмитриев, Чечняра "Мухтав" орденне тивĕçнĕ Александр Васильевич Васильев. Ыйтусене "Раççейĕн сывлăш десант çарĕ" кĕнекери "Вилĕмсĕрлĕхе утнă рота" пайĕпе усă курса хатĕрленĕ. Шкул ачисем хăйсен пултарулăхне тата пĕлĕвне ыйтусем çине хуравласа палăртрĕç.
Чи пултаруллисене сывлăш десант çар командующийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Хăнасем хăйсемпе паллаштарчĕç, çарти пурнăç çинчен каласа кăтартрĕç. "Пур ыйту çине те хуравлаймарăмăр, тепрехинче тĕплĕн хатĕрленсе сывлăш десант çар командующийĕн Хисеп грамотине пур пĕрех илетĕп", – хăпартланса пăшăрханчĕç çамрăкраххисем.
Викторина-конкурса Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн ОБЖ предметне ертсе пыракан, сывлăш десант çар ветеранĕ, "За отвагу" медале тивĕçнĕ, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă ветеран Василий Александрович Григорьев хатĕрленĕ.
В.ГРИГОРЬЕВ.