АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку çуртра кашни арçын пулнă

15 марта 2013 г.

Патша правительствин йышăнăвĕпе 1914 çулта Шăхран станцинче чукун çултан инçех мар пушă вырăнта салтак ачисене патша çарне ăсатмалли пункт валли икĕ казарма тунă. 1915 çулта çуркунне çар округĕн командующийĕ Хусан кĕпĕрнаттăрĕ урлă Çĕрпÿ уесĕнчи Шăхран поселокĕнче тыткăна лекнĕ 10 пин салтак валли бараксем тума приказ кăларни çинчен пĕлтернĕ. Приказра бараксем тÿпем вырăнта тата çывăхра шыв çителĕклĕ пулмалли çинчен каланă.

1928 çулта пуш уйăхĕнче çÿлерех асăннă икĕ казармăра Мускав çар округĕн командующийĕн приказĕпе йĕркеленĕ çар комиссариачĕ вырнаçнă. Унăн полномочине Çĕрпÿ, Куславкка, Шăхасан, Вăрнар, Тăвай тата Канаш районĕсем кĕнĕ. Кунтах Чăваш Республикин çар комиссариачĕн пухăну пункчĕ вырнаçнă.

1935 çулта Çĕрпÿ тата Куславкка районĕсем Канашри çар комиссариачĕн составĕнчен тухнă. 1938 çулта çар комиссариачĕсене миçе район пулнине шута илсе йĕркеленĕ. 1943 çулта районăн çар комиссариачĕ хулапа районăн пĕрлештернĕ комиссариачĕ пулса тăнă. 1967 çулта автопогрузчиксен тата автомобиль саппас пайĕсен завочĕсене анлăлатнă пирки комиссариатăн хăш-пĕр çурчĕсене пăснă. 1984 çулта çар комиссарĕ В.Я. Марков тăрăшнипе комиссариатăн административлă çуртне туса пĕтернĕ. Юпа уйăхĕнче коллектив тĕппипех кунта куçса ĕçе пуçăннă.

Вăрçă çулĕсенче комиссариатăн сотрудникĕсем сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ, офицерсем – канмалли кунсемсĕр. Вырсарни кунсенче занятисем ирттернĕ, çар служащийĕсем хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ. 14 пин çынна фронта ăсатнă.

Çар комиссариатне йĕркеленĕренпе çар комиссарĕ пулса ĕçленĕ: батальонăн аслă комиссарĕсем А.Г. Илакинпа М.С.Макаров, В.Н.Дворников майор, Г.В.Цыганков, И.И.Ефремов, П.С.Степанов, А.И.Вихеров, П.В.Головченко, А.Я.Корсунов, С.И. Логинов, В.П.Алин, В.Т.Натейкин, В.Я.Марков полковниксем, Н.Ф.Григорьев, А.А.Забудский подполковниксем, В.Н.Рыбаковпа А.Н.Рогов полковниксем. Вĕсенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă, орденсемпе медальсем илнисем те пур. Халĕ республика çар комиссариачĕн уйрăмне Ю.Барышов подполковник ертсе пырать.

2007 çулта çар комиссариачĕсене çĕнĕлле йĕркеленипе республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ пулса тăнă. 1961 çултанпа çар комиссариачĕ хатĕрленипе 600 ытла çамрăк çар училищисене вĕренме кĕнĕ, каярахпа офицер ятне илсе тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра тăнă. Çакăншăн тата çар валли лайăх специалистсем хатĕрленĕшĕн темиçе хутчен те çÿлте тăракан командованисен наградине тивĕç пулнă. Комиссариатăн чылай служащине орден тата медаль парса чысланă.

2011-2012 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кулленхи служба ĕçĕнчи пысăк кăтартусемшĕн тата мобилизаци енчен хатĕр пулнăшăн личнăй состава Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика