АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – асаннесемпе кукамайсем

15 марта 2013 г.

Кăшнаруйĕнчи культура çуртĕнче "Атьăр-ха, асаннесем" конкурс иртрĕ. Ăна С.Григорьева библиотекарь йĕркелерĕ, вăлах ертсе пычĕ. Савăнăçлă мероприятие ветеринари пунктĕнче ĕçлекен С.Васильева, культурăпа библиотека аталанăвĕн центрĕн директорĕ О.Козлова, ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Е.Миронова, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ А.Сергеева, район больницин санитарки Э.Тимофеева, ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Шакова хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Кашниех хăй мĕн пултарнине халăх патне çитерме тăрăшрĕ. Вĕсене юрласа, ташласа пулăшакансем те пулчĕç. Конкурсантсем килĕсенчен хăйсем пĕçернĕ апат-çимĕçе илсе килнĕ. Ку киле панă хăйне евĕрлĕ ĕç пулчĕ. Кашни конкурса Н.Никоноровăран, А.Никитинăран, П.Константиновран тăракан жюри хак пачĕ. Номинацисенче çĕнтернисене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç.

Мероприяти хыççăн Ю.Сергеев культура çуртне килнĕ халăха купăс каласа юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ.

О.КОЗЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика