АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашăр: "Татмăш ен" сайт

15 марта 2013 г.

Паян Интернетра республикăри кашни ял пиркиех тĕрлĕрен хыпар-хăнар тупса вулама пулать. Чи малтанах "Чăваш энциклопедийĕнчи" статьясем тухаççĕ, "Википедире" (ирĕклĕ энциклопедире) вырнаçтарнă статьясем те чылай. Шел пулин те, вĕсенчен чылайăшне туса çитермен. Кунсăр пуçне, шкулсен, культура çурчĕсемпе библиотекăсен сайчĕсенче ялсен историйĕ тата паллă çынсем пирки тĕрлĕрен материал тупса вулама пулать. Тĕплĕнрех шырасан тахçан авал туса хатĕрленĕ карттăсем те тухаççĕ, вĕсене архив учрежденийĕсем е уйрăм коллекционерсем вырнаçтарнă. Тепĕр ырă пулăм – уйрăм ушкăнсем, таврапĕлÿçĕсем хатĕрленĕ сайтсем. Вĕсене пĕр-пĕр ял çинчен çырнă кĕнекепе танлаштарма пулать.

Çак кунсенче Интернет уçлăхĕнче "Татмăш ен" ятлă çĕнĕ сайт ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Канаш хулинче пурăнакан Владимир Александров адвокат туса хатĕрленĕ.

– Канаш районĕнчи Пукăртан тата Вăтакас Татмăш ялĕсенче таврапĕлÿçĕсем тăван тавралăх аваллăхне тĕпчессипе тăрăшса ĕçлеççĕ, – каласа парать Владимир Михайлович. – Архивсенче ларса вĕсем ялти йăхсен тымарĕсене тĕпчеççĕ, кивĕ карттăсем, фотографисем чылай пуçтарнă. Çак ĕçре вĕсене чăвашсен паллă ăсчахĕсем М.Федотов, В.Димитриев, Н.Егоров, Е.Погодин, А.Симулин тата ыттисем пулăшу панă. Çав материалсене тĕпе хурса йĕркелерĕм те "Татмăш ен" сайта. Вăтакас Татмăш, Пукăртан, Çĕнĕ Шуртан, Анаткас Татмăш ялĕсен историне уйрăмшар сыпăк туса вырнаçтартăм. Халĕччен хаçат-журналта пирĕн тăрăх пирки тухнă статьясене те тупса вулама пулать асăннă сайтра. Иртнĕ вăрçăра хăш ялтан кам фронтра пулнине кăтартакан список та пур. Сайта "чĕрĕ журнал" теме пулать. Унта кашни хăйĕн шухăшне калама пултарать, пĕлтерÿ вырнаçтарма та май пур. Салтакра пулнисем валли "Дембель альбомĕ" ятлă пай та пур. Унта кашниех хăйĕн салтакра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма пултарать. "Кивĕ сăн ÿкерчĕк" пай та интереслĕ пулассăн туйăнать. Мĕн тери тарăн шухăш çуратать тепĕр чухне ăнсăртран алла лекнĕ сарăхнă сăн ÿкерчĕк, иртсе кайнă вăхăта таврăннă пекех туятăн хăвна. Ялти кулленхи пурнăçа сăнлакан фотографисене вара слайд-фильм туса вырнаçтартăмăр. Çак пая уçсан, тăван тавралăх илемĕпе киленме пултаратăн, ялти туйсем, юбилейсем, тĕрлĕ ĕçкĕ-çикĕ таранчченех куç умне тухаççĕ.

Сайтăн тĕп страницисене уçсан Янкăлч ял хутлăхне кĕрекен учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе те ансаттăн паллашма пулать.

Пĕлтĕрхи августăн 25-мĕшĕнче Татмăш тăрăхне халалланă юпа-палăк уçрĕç. Çак кун çулсерен татмăшсен уявне йĕркелеме йышăннă. Çĕнĕ сайт çĕршывăн пур кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене çав уява хутшăнма йыхравлать.

Паллах, сайт çитес вăхăтра татах пуянланĕ. Унта ял пурнăçне сăнлакан видеороликсем, юрă-кĕвĕ вырнаçтарма шутланă, унсăр пуçне Сталин репрессийĕ вăхăтĕнче хур курнисен шăпийĕ, колхозпа шкул историне çутатни те вырăнлă пулĕччĕ. Ялти паллă çынсем çинчен те материал пуçтарăнать. Ку ĕçе Р.Иванов, Ю.Петров, В.Алексеев, М.Васильев, В.Сергеев, Г.Андреев таврапĕлÿçĕсемпе пĕрле туса пыма шутлать çĕнĕ сайт администраторĕ В.Александров.

Сайт адресĕ www Татмыши РФ.

В.АЛЕКСИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика