АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чĕремри сурана вăхăт та сиплеймест"

13 марта 2013 г.

"Чăваш Ен" телерадиокомпани Дагестан çĕрĕнче хĕсметре тăнă Руслан Желудкин подполковника халалласа ÿкернĕ "Татăлнă ĕмĕт" фильма Александра Константиновна çĕр-çĕр хут пăхнă, çапах вăл ку хутĕнче те экран çинчен куç илмерĕ, пит çăмарти тăрăх татти-сыпписĕр юхакан куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтме те ĕлкĕрсе пыраймарĕ. Аччара пурăнакан Желудкинсен çемйине инкек килсе çапнăранпа икĕ çул çурă иртнĕ, апла пулин те ывăлне пытарнă амăшĕ пысăк çухатăва йышăнаймасть: ир тăрсан та макăрать, каç выртсан та куççульленет... Вĕсен пÿртĕнче ăçталла пăхсан та Русланăн сăн ÿкерчĕкĕ, шкапра – вăл тăхăннă çи-пуç. Александра Константиновна: "Ăçта-ши эсĕ, ывăлăм;" – тесе тăван тĕпренчĕкĕн тумĕсене ыталать, урайне тĕшĕрĕлсе анса ĕсĕклесе йĕрет...

"Çимесĕр пурăнаятăп-и;"

Руслан çуралсанах Николай Васильевич: "Ывăлăм çĕршыва юрăхлă çын пултăр", – тенĕ, кил хуçи арăмĕ вара упăшкин сăмахĕсемпе килĕшсе пуçа сĕлтнĕ. "Çын пуласси ачаран паллă", – тесе ахальтен каламаççĕ – Руслан пĕчĕк чухнех маттурлăхĕпе палăрнă. Шкула кайма пуçличченех вулама вĕреннĕ.

– Эпир ун умĕнче кĕнеке тытса ларман, ăна алфавитпа паллаштарман. Шкула хампа пĕрле илсе каяттăм, ларсан-ларсан выльăхсене апатлантарма, кăмака хутма киле яраттăм, анчах вăл хушнине пурнăçланипе пĕрлех библиотекăра ларма та вăхăт тупнă. Пĕррехинче кĕнекере çырнине шатăртаттарса вуланине курсан хытах тĕлĕнтĕм. Ирхине вăрансан вара юмах-калав содержанине каласа кăтартатчĕ, – сăмах пуçарчĕ ачасене чăваш чĕлхипе литературине ăша хывтаракан Александра Желудкина.

Ялти чылай ача тарпа пиçĕхсе ÿсет. Руслан кил-тĕрĕшри пĕр ĕçрен те пăрăнман. Утма хăнăхнăранпах çарта тăма ĕмĕтленнĕскер 5 çулта чухне çывăх çыннисем йытă илсе килсен хĕпĕртенине пытарайман – унран пĕр самантлăха та уйрăлман. "Эпĕ – чикĕ хуралçи, Мухтар – манăн пулăшуçă", – çирĕплетнĕ вăл. Руслан кĕтÿ пăхма та тăтăшах çÿренĕ. Хăйпе пĕрле пĕр сыпкăм шыв та, пĕр татăк çăкăр та илсе кайман. "Анне, хама тĕрĕслетĕп: çимесĕр-ĕçмесĕр кун каçаятăп-и;" – тенĕ вăл çывăх çыннине шанк хытарса. Çапла вара ача çуллахи шăрăхра апатланмасăрах кĕтÿ пăхма пултарнă.

– Тĕрĕссипе, эпир ывăлăмăра ĕç хушса курман, мĕн тумаллине вăл хăех лайăх пĕлетчĕ, – калаçăва тăсрĕ пысăк чĕреллĕ хĕрарăм. – Анчах хăйĕн ĕмĕчĕ пирки пирĕнсĕр пуçне урăх никама та каламан вăл. Акă урокра "Ÿссен эпĕ кам пулăп;" сочинени çыртарнă. Ывăлăм çитĕнсен водительре ĕçлессине палăртнă. Киле таврăнсанах Русланран: "Эсĕ чикĕ хуралçи пуласшăн-çке, мĕншĕн шофер специальноçне суйласси çинчен çыртăн;" – тесе ыйтрăм. "Анне, вĕренме кĕреймесен учительсен куçĕнчен епле пăхас; Тантăшăмсене мĕн калас;" – хурав пачĕ вăл.

Желудкинсен ывăлĕ водитель ĕçне лайăх пĕлнĕ – 7-8-мĕш классенче ăс пухнă чухнех ашшĕпе пĕрле хуçалăхра тăрăшнă: тырă турттарнă, комбайнер пулăшуçин тивĕçĕсене пурнăçланă...

Каччă шкулта та лайăх ĕлкĕрсе пынă, район шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче шкул чысне хÿтĕленĕ, малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Хăйĕн пысăк ĕмĕчĕ патне талпăнса хаçат-журналта пичетленнĕ танксемпе самолетсен, çапăçăвăн ытти хатĕрĕн сăн ÿкерчĕкĕсене касса кăларса альбома çыпăçтарнă. Çапла Руслан Желудкин 1994 çулта Аччари Совет Союзĕн Геройĕ Антон Петров ячĕллĕ вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухса РФ хăрушсăрлăх службин Мускав облаçĕнчи Голицынăри çар институтне кĕнĕ. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.

Ĕне те сунă, яшка та пĕçернĕ

Институт сукмакне такăрлатма пăрахсан 1999 çулта Руслан Желудкина Çурçĕр Кавказа янă. Чăваш каччи малтан Дагестан Республикинчи Цунтин районĕнчи Кидерăри 7-мĕш чикĕ хуралĕн застава пуçлăхĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, кăштахранах пуçаруллă çамрăк лейтенанта Тляратин районĕнчи 8-мĕш чикĕ хуралĕн застава пуçлăхне лартнă. Пурăна киле хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлнĕскере яваплăрах та яваплăрах ĕç шанса панă. Ачча арĕ РФ хăрушсăрлăх службин Дагестан Республикинчи чикĕ хурал управленийĕн оперативлă шырав уйрăмĕн пай пуçлăхĕнче тăрăшнă вăхăтра подполковник таран ÿснĕ. Ăна операцисене ăнăçлă ирттернĕшĕн "Çар служби вăхăтĕнче палăрнăшăн" медальпе те чысланă.

– Паллах, хăрушă лару-тăру хуçаланакан тăрăхра хĕсметре тăма çăмăл пулман. Кун пирки вăл ытлашши калаçмастчĕ. Пĕррехинче çеç, мунча кĕнĕ чухне, чылайччен сăмах вакларăмăр. Юлашкинчен: "Ик-сĕмĕр калаçни хамăр хушăрах юлтăр. Кун пирки анне илтсен пăшăрханĕ", – терĕ. Ывăлăма сĕнÿ патăм: "Темĕнле йывăр пулсан та Тăван çĕршыва ан сут". Çак сăмахсене илтсен Руслан çапла хуравларĕ: "Сирĕн маншăн нихăçан та намăсланмалла пулмĕ", – калаçăва хутшăнчĕ Русланăн ашшĕ.

– Чăнах та, ывăлăм мана яланах лăплантаратчĕ, чăвашла тап-таса пупленĕ май пĕррехинче: "Аннем, маншăн нихăçан та ан пăшăрханăр. Эпĕ пĕлмен-тĕрĕслемен çынсемпе çÿреместĕп", – терĕ. Тăтăшах çыхăнаттăмăр. Тепрехинче хам шăнкăравласан ывăлăм шăппăн-шăппăн калаçрĕ. Сехре хăпрĕ, сасси йывăррăн тухни пăшăрхантарчĕ. "Анне, эпĕ кунта боевиксене сыхлама килтĕм. Хам пурăнакан вырăна таврăнсан шăнкăравлăп", – аран илтĕнмелле каларĕ вăл. "Сана Турă сыхлатăрах", – теме çеç пултартăм. Информаци пухма пĕчченех кайнăскер çур çĕр иртни иккĕре шăнкăравларĕ, чиперех çитнине пĕлтерчĕ. Чунăм тинех лăпланчĕ, – куççуль витĕр калаçрĕ Александра Константиновна.

Террористсем пуçтахланма тăрăшакан республикăра, паллах, кашни кун йывăррăн иртет. Ыран мĕн пулассине те пĕлме çук. Русланăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Сергей Константинов каланă тăрăх, чăваш арĕнчен пĕррехинче наркотик тултарнă автомашинăсен караванне ирттерсе яма ыйтнă, уншăн пĕр миллион доллар взятка сĕннĕ. Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеме мĕн пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕскер, паллах, килĕшмен. Çарти юлташĕсем каланă тăрăх, Канаш районĕн арĕ Кавказ тăвĕсем çинче хăйне хир качаки пекех туйнă. Вырăнти чĕлхесемпе ăста калаçнăскер 12 çулта çав тăрăха питĕ лайăх пĕлсе çитнĕ. Йывăрлăхĕ, чуна ыраттараканни вара куллен пулнă.

– Отпуска яланах раштав уйăхĕнче килетчĕ. Хĕсмет пирки пачах калаçмастăмăр. Эпир ĕçе тухса кайсан вăл ахаль лармастчĕ. Çав вăхăтра çулленех пирĕн ĕне пăрулать. Руслан ăна пăрулаттаратчĕ, сăватчĕ. Эпир таврăннă вăхăта апат пĕçеретчĕ. "Анне, тутлă-и;" – ыйтатчĕ вĕри яшка антарса çитернĕ май, килĕшсе пуçа пĕкеттĕм. Вăл вара: "Суятăн, тутлă мар пулсан та килĕшнĕ пек тăватăн", – тетчĕ, – сăмах çăмхине сÿтрĕ ывăлĕ çинчен пĕр чарăнми калаçма хатĕрскер.

"Ывăлăма тупса парăр"

2010 çулхи çурла уйăхĕн варринче Желудкинсен тăванĕ тĕлĕк курнă. Кил картинче хура халăх пуçтарăннă пек, Руслана çÿлелле илсе хăпартаççĕ, пурте унăн ятне каласа кăшкăраççĕ... Александра Константиновнăна çакăн пирки каласа кăтартнă, анчах вăл ку тĕлĕк инкек килсе çапасса систернине тавçăрман.

– Ывăлăм çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче шăнкăравларĕ, пĕр сехет калаçрăмăр. Вăл çулхине пахча çимĕç питĕ япăх тухăç пачĕ. "Çĕр улми кăлартăмăр – сахал, çапах выçсах вилмĕпĕр", – терĕм калаçнă май. Вăл вара кĕрпе, лапша-макарон илсе хумалли пирки асăрхаттарчĕ, ашшĕне тепĕр кунхине пасара кайса туянма хушрĕ – хăйĕн валли пулчĕ-тĕр. Юлашкинчен ăшĕ вăрканине систерчĕ, анчах эпĕ, амăшĕ, ăна лăплантарса нимех те калаймарăм, – шывланнă куççульне татах шăлчĕ Александра Константиновна.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ çитнĕ, Руслан çывăх çыннисемпе çыхăнман, шăнкăравласан та трубкăна тытман. Р.Желудкинăн йăмăкĕ Людмила Шупашкара тухса кайнă. Радио янă та Дагестанри Цунтин районĕнче РФ хăрушсăрлăх службин офицерĕ çухални, ăна шырани пирки пĕлтернĕ. Людмила Николаевна чĕри ура тĕпнех çитнĕ – ара, шăллĕ шăп та лăп çав тăрăхра-çке. Ним тума аптăранипе вăл Çурçĕр Кавказри хăй пĕлнĕ çын патне шăнкăравланă. "Ăçтан илтнĕ эсĕ ку хыпара;" – тенĕ линин тепĕр енчен. Людмила татах шăнкăравланă, ку хутĕнче вара Руслан чăнахах та çухални, ăна пурте шырани çинчен каланă. Ларма вырăн тупайман Александра Константиновна хĕрĕпе çыхăннă. Чиркÿре тăраканскер: "Анне, шăнкăравла та çапла кала: "Ывăлăма, тархасшăн, тупса парăр". Çурлан 23-мĕшĕнче телефон янăраса кайсан кил вучахĕн управçи трубкăна шанчăка çухатмасăр тытнă, анчах унта: "Руслан текех çук, вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ", – тени çеç илтĕннĕ.

Официаллă верси тăрăх, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Гуниб салинче ятарлă операци ирттернĕ. Çав вăхăтра Мускаври метрополитенра терактсем тутарнă Магомедали Вагапова тĕп тунă. Ачча ывăлĕ вара чĕрĕ юлнă боевиксене парăнтарма палăртнă. Анчах лешсем хăйне асăрханă та тыткăна илнĕ. Водительне, тепĕр икĕ çынна çавăнтах вĕлернĕ. Руслана вара самаях асаплантарнă. Ахăртнех, боевиксем ăна Тăван çĕршыва сутма, хăйсен енне куçма сĕннĕ, анчах патриот килĕшмен. Çакна кура вĕсем чăваш арçыннин мĕн пур шăлне çапса кăларнă, куçĕсене шăтарса юхтарнă, хăлхисене касса илнĕ, урисене тепĕр май çавăрса тăпăлтарнă, юлашкинчен пуçне татнă...

– Чунĕ çÿлти патшалăха кайиччен ывăлăм мĕн чухлĕ асапланнине пĕр Турă çеç пĕлет, – куççульне чараймарĕ Николай Васильевич та.

– Манăн шухăшпа, ăна çав кунах вĕлермен, чылай вăхăт нушалантарнă, – хушса каларĕ мăшăрĕ, Руслан виллине курсан тăнне çухатнăскер.

Ятне упраççĕ тĕк вăл вилмен

Халĕ çак шухăша тĕпе хурса пурăнаççĕ Желудкинсем, çавăнпа хăнасене – "Тăван çĕршыв ывăлĕсем" общество организацийĕн хастарĕсем-и вĕсем, Русланăн çар институтĕнче пĕрле вĕреннисем-и, операцисене пĕр шухăшпа хутшăннисем-и, тус-юлташĕ-и... – пурне те ăшшăн кĕтсе илеççĕ.

– Пирĕн ачана Раççейре пĕлмен çын сахал. Акă нумаях пулмасть пĕлĕшсемпе Дарья Дробышева çыхăннă. Салтак амăшĕн комитетĕнче ĕçленĕскер Руслана питĕ лайăх пĕлнĕ иккен. Вăл вилнине пĕлсен чиркÿрен виçĕ кун тухман. "Ниепле те лăпланаймастăп, хама алла илейместĕп", – пĕлтернĕ хĕрарăм. Ывăлăма пĕлнисемпе скайп урлă калаçатăп, килсен чуна уçса пуплетпĕр. Çакă пурăнма кăшт вăй-хал парать, унсăрăн эпĕ çак çĕр çинче тахçанах çукчĕ ĕнтĕ. "Сурана вăхăт сиплет", – теççĕ. Çук, ĕненместĕп. Чĕремре тарăн йĕр хăварнăскер çулсем иртсен те манăçмĕ, – куççуль витĕр калаçрĕ ырă кăмăллă хĕрарăм.

Вилнĕ хыççăн Р.Желудкина Мухтав орденĕпе чыслама йышăннă. Наградăна ашшĕпе амăшне панă. Ачча паттăрĕ ячĕпе районта кăна мар, республикипех тĕрлĕ ăмăрту, тĕл пулусем ирттереççĕ. Александра Константиновнăпа Николай Васильевич чĕннĕ кашни мероприятиех кайма тăрăшаççĕ. Вăрнар районĕнчи Калинино вăтам шкулĕнче çамрăк чикĕ хуралçисен Р.Желудкин ячĕллĕ отрячĕ пур, ытти хăш-пĕр шкулта та çавăн йышши пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ. Салара "Руслан" лавкка пур, чăваш арĕ тăнă заставăна та ун ячĕпе хисеплеме палăртнă.

Подполковника пытарнă вырăна 2011 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăватă пачăшкă килсе сăвапланă. Унта Афган вăрçин ветеранĕсем, тĕрлĕ организаци членĕсем, ял-йыш, тăван-пĕтен йышлă пухăннă. Шăпах çав вăхăтра "Щитпа хĕç" общество организацийĕн председателĕн Владимир Михайловăн хул пуççийĕ çине кайăк пырса ларнă. Вăл унтан 15 минутсăр та (!) вĕçсе кайман, тимлĕрех фотографсем çакна сăн ÿкерме те ĕлкĕрнĕ. Кайран ветеран тĕлĕннине пытараймасăр пухăннисене çапла каланă: "Кайăка: "Санăн чĕппÿсем те пур ĕнтĕ. Мĕн туса ларатăн кунта; Вĕçсе кай", – терĕм. Вăл вара хăлха еннелле çаврăнчĕ те хăйĕн чĕлхипе тем чĕвĕлтетрĕ". Кайăк тÿпенелле курăнми пуличченех тÿп-тÿррĕн вĕçсе хăпарнине чылайăшĕ асăрханă.

– Ял-йыш каланă тăрăх, Русланăн чунĕ кайăк пулса вĕçсе килнĕ. Пачăшкăсем те çак шухăша çирĕплетрĕç, – мана та тĕлĕнтерчĕç Желудкинсем.

Александра Константиновна çарпа çыхăннă тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет, çав шутра – "Пограничник", "Вестник границы России", "Граница России". Ывăлне юлашки çула ăсатнăскере ÿсекен ăрăвăн патриот туйăмĕ çирĕп марри пăшăрхантарать.

– Урок теми Тăван çĕршыва сыхлассипе çыхăннă пулсан ывăлăм çинчен каласа кăтартатăп, темĕнле асаплантарсан та вăл тăшмансене парăнманни пирки пĕлтеретĕп. Анчах ачасем "Эпĕ пулсан йăлтах каласа кăтартăттăм" е "Кайран укçа памалла хăтăлăттăм" тени чунăма ыраттарать. Чыс-хисепе çĕнсе илмеллине калатăп. Пурнăçра укçа мар, ят-сум пĕрремĕш вырăнта пулмаллине çирĕплететĕп, – хурланса палăртрĕ вăл.

Çапах Руслан пек паттăр офицерсем пурри Раççей çарĕ мăнаçлине кăтартать, Тăван çĕршывшăн хăйĕн пурнăçне панă Руслан Николаевич халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Çут тĕнчерен 33 çултах уйрăлнăскерĕн паттăрлăхĕ çинчен малашне те уроксенче каласа кăтартĕç, тĕл пулусенче аса илĕç. Александра Константиновна калашле – манмасан çын пурăнать.

Д.МОИСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика