АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем янăрарĕç

13 марта 2013 г.

Çуркуннехи илемпе илĕртÿлĕхĕн чаплă уявĕ умĕнхи кун тĕрлĕ мероприятипе пуян пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ – Мартăн 8-мĕшĕ – ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх тата ырлăх сунчĕ.

Владислав Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Шăхасан ялĕнче пурăнакан М.А.Назаровăна, салтак арăмĕсене М.И.Стриковăна (Тури Сурăм), Р.В.Никоновăна (Шăхаль) çурт лартма е хваттер туянма укçа уйăрса панине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕ пачĕ."Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов район больницин тĕп врачне Р.Федоровăна, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн пуçлăхне Т.Владимировăна, Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне З.Ивановăна партин республикăри уйрăмĕн тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

"Хĕрарăмсене мухтатпăр" конкурса кăçал тăххăрăн хутшăнчĕç. Вĕсен виçĕ задани пурнăçлама тиврĕ: паллаштару, кăткăс лару-тăруран тухасси тата юрлас-ташлас ăсталăх. Кунта пуринчен те пултаруллăраххи район больницин врачĕ О.Санатуллова пулчĕ, Ольга Леонидовна "Çулталăк хĕрарăмĕ" ята тивĕçрĕ. Конкурсăн номинацийĕсенче мала тухнисем: районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Л.Антонова – "Романтикăллă хĕрарăм", Чакаç ял тăрăхĕн представителĕ А.Клементьева – "Стиллĕ хĕрарăм", Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Иванова – "Ĕçлĕ хĕрарăм", Карăклă ял тăрăхĕн представителĕ Г.Шавгаева – "Илемлĕ хĕрарăм", Энтриялĕн фельдшерпа акушер пункчĕн санитарки Л.Николаева – "Творчествăллă хĕрарăм", Вăрăмпуç ял тăрăхĕн представителĕ Е.Алексеева – "Спортпа туслă хĕрарăм", Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн доярки Н. Алексеева "Сăпайлă хĕрарăм", Çĕнĕ Чалкассинчи культура ĕçĕсене йĕркелекен Т.Дмитриева – "Илĕртÿллĕ хĕрарăм". Конкурса хутшăннисене пурне те асăнмалăх парне тата чечек çыххи пачĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика