АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса Канашра пĕтĕмлетрĕç

13 марта 2013 г.

Республикăра Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявлама пуçланăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ "Хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ" конкурс вĕçленчĕ. Ăна Канашри ачасен музыка шкулĕнче пĕтĕмлетрĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, "Хĕрарăмсен Чăваш Республикинчи канашĕ" обществăлла организацин председателĕ Ольга Зайцева, çак организацин попечительство канашĕн ыр кăмăллăх фончĕн председателĕ Лариса Игнатьева, Патшалăх Канашĕн социаллă политикăн тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçин çумĕ Дмитрий Щепелев хутшăнчĕç.

Хĕрарăм – юратупа илеме, тарăн ăспа ыр кăмăллăха, ăш пиллĕхпе тÿсĕмлĕхе сăнарлакан, пурнăçа савăнăçлăрах та çураçуллăрах тăвакан. Вăл хăй чунтан савакан çыннине ачашлăхпа ăшă туйăм парнелет, ăна пурнăçри йывăр самантсенче пăтăрмахсемпе инкексенчен сыхлать, килти хăтлăха шанчăклă упрать. Çурхи кун хĕрарăм илемлĕхĕн тата çут çанталăк илĕртÿлĕхĕн символĕ пулса тăрать. Унăн çепĕç чунĕ, чăтăмлăхĕ тата ытарлăхĕ ăнăçупа çитĕнÿ патне çул уçаççĕ. Ан тив, хĕрарăм чунĕнче яланах çуркунне чечеклентĕр, çемйинче юратупа ки-лĕшÿ хуçаланччăр, чи çутă ĕмĕчĕ пурнăçлантăр. Çак ытарлă сăмахсене хăнасем чун-чĕререн каларĕç, залра ларакансене çирĕп сывлăх, юрату, телей сунчĕç.

Хĕрарăмсен юхăмĕн активисчĕсене Хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем пачĕç. Конкурсăн тĕрлĕ номинацин çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарчĕç. "Тăван тăрăха упранăшăн тата юратнăшăн" номинацире Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пирĕн районти уйрăмĕ мала тухрĕ. "Хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ" хисеплĕ ята Канаш хулинчи уйрăмĕ тивĕçрĕ.

Мероприятие ачасен музыка шкулĕнче вĕренекенсен тата преподавательсен уяв концерчĕ хăйне евĕр илем кÿчĕ, савăнăçлă кăмăл парнелерĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика