АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулсан та пуçне усман

07 марта 2013 г.

Пайкилт ял тăрăхĕнче çут тĕнчере нумай пурăнаканни – Е.Н.Карабашева. Çак уйăхĕн 16-мĕш кунĕнче вăл 90 çула çитет. Елена Николаевна Саратов облаçĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ ăна Ушанар ялне илсе килнĕ, хăй ял кĕтĕвне кĕтме вырнаçнă. Ир пуçласа мĕн каçчен ĕçре пулнă пирки хĕрĕ валли вăхăчĕ юлманнине кура Çĕнĕ Мами ял çыннине пăхса ÿстерме панă.

Еленăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Çул çитмесĕрех çитĕннисемпе тан ĕçленĕ: ыраш, тулă, сĕлĕ вырма, кĕлте тума, курăк çулма, утă хатĕрлеме вĕреннĕ. Ÿсерехпе авăн çапнă, кăмакара çăкăр пĕçернĕ. Хăрушă вăрçă пуçланнă чухне Елена вун саккăрта пулнă. Унăн черчен хул пуççийĕсем çине йывăр çĕклем тиеннĕ. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. Чăтнă, хура тар юхтарнă, Аслă Çĕнтерĕве савăнăç куççулĕпе кĕтсе илнĕ. Елена Николаевна "Цивиль" колхозăн чăх-чĕп фермине ĕçлеме вырнаçă. Унтанах тивĕçлĕ канăва кайнă.

– Йывăрччĕ, кăвак çутлах тăмаллаччĕ, тăраниччен çывăрса курман. Аллăма илнĕ пĕчĕк чĕпсем шиплетме тытăнсан ывăнни таçта кайса кĕретчĕ, чĕре савăнăçпа тулатчĕ, – аса илет Елена Николаевна.

Куçĕсем витĕрех мар унăн, вăл – иккĕмĕш ушкăнри инвалид. Ĕç стажĕ тăватă теçетке ытла. Тÿрĕ кăмăлпа нумай çул чунне парса ĕçленĕшĕн Елена Николаевнăна нумай медальпе, Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе, ВДНХан бронза медалĕпе наградăланă. Ырă чунлă пулнипе, çынсене ăнланма, кашнин валли ăшă сăмах тупма пĕлнипе, ĕçе юратнипе вăл ентешĕсен хисепне, юратăвне тивĕçнĕ. Елена Николаевна хресна хĕрĕн çемйинче пурăнать. Хăйне кирек хăçан та пулăшу пама хатĕр кÿршисене, Ивановсемпе Старковсене, пуç тайса тав тăвать.

М.ИВАНОВ.

Çĕнĕ Мами ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика