07 марта 2013 г.
"Ачалăхăм йывăр пулчĕ пулин те эпĕ телейлĕ", – тет Матьшÿ ялĕнче çуралса ÿснĕ Нина Ивановна Иванова.
Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе пĕр килнисен калаçăвне итлеме питĕ кăсăклă. Пĕтĕм йывăрлăха пăхмасăр Н.Иванова 1943 çулта Шăхасанти шкулта 10 класс вĕренсе пĕтернĕ. Выçлăха та, сивве те чăтса ирттернĕ. "Мăянпа кукша пуç тымарĕ, ут кăшкарпа юман хуппи ярса пĕçернĕ апатран тутли пулман пирĕншĕн. Çуркунне ана çинче пылчăк çăрса крахмал пуçтараттăмăр, анне унран çăкăр пĕçерсе паратчĕ. Тăраниччен çиеймен пулин те вăрçă ачисем вĕренессишĕн çуннă. Хăрăмран чернил хатĕрлеттĕмĕр, тетрадьсем çитмен пирки кивĕ кĕнекесем çине çыраттăмăр. Çуллахи вăхăтра Свияжскран Ульяновска чукун çул тума тытса ячĕç. Колхозран çитсен çиме çăкăр парса янăччĕ. Лашасем кÿлсе лавсемпе тухса кайнă, утса ывăнсан лав çине ларкаласа каннă.
Кĕркунне каялла таврăннă чух тутар ялĕ çумĕпе иртсе пыратпăр, кĕпер урлă каçмалла, унăн хăмисем вара пачах та çук. Пĕр ватă старик шыв урлă каçма сĕнчĕ. Çанталăкĕ сивĕ, чĕресрен тăкнă пек çумăр çăвать. Çăпатасене хыврăмăр та Чуракасси хĕрĕсемпе каçса кайрăмăр, шывĕ пилĕкрен те иртетчĕ. Чирлемен те. Вăрçă çулĕсенче миçе пин çухрăм çуран утман-ши; Анне пире, тăватă ачине, пĕччен пăхса ÿстернĕ. Аттене 1940 çулта çара илсе кайнă, 1941 çулта анне унран юлашки çыру илнĕ: "Ачасене лайăх пăх, Ленинград хулине кĕретпĕр. Эпĕ таврăнаймасан квас икерчипе асăнса çийĕр", – тесе çырнă. Кайран вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерчĕç.
1941 çулта кĕркунне Тăрмăш ялĕ çумне окоп чавма тытса ячĕç мана, унта вара хĕл каçипех ĕçленĕ. Çĕр чавнипе пĕрлех пураран пĕчĕк çуртсем тунă, вĕсене айккинчен чулпа хăпартнă. Тăшмансене сăнама пĕчĕк чÿрече туса хăваратчĕç. Çанталăкĕ сивĕччĕ, уйра çил-тăман тустарать, тем пек хытă ĕçлесен те ăшăнаймастăмăрччĕ.
Пĕррехинче Вăрмара чул кăларма тытса ячĕç. Дамба тутартнă. Тÿлевсĕрех ĕçленĕ. Ялта чăпта çапакан артель пулнă, унта чăпта та çапнă, вĕрен те явнă. Салтаксем валли çăм нуски тата виçĕ пÿрнеллĕ алсиш çыхнă.
Вăрçă чарăннă çулсенче ялта "Молодой колхозник" колхозра бригадир пулса вăй хураттăм. Ун чухне тырра алăпа вырса капан тунă, çулла вăхăт çитмен, хĕлле тин çапса илнĕ ăна. Кĕлтисене вутă хутма валеçсе панă. 20 сарăм çапсан кашнине пĕр кĕлте панă.
Пĕрре çапла инке мана Ямаш пасарне илсе кайрĕ, япала-мĕн илнине ас тумастăп. Каялла таврăнсанах Анаткас каччи Микунтăр тăванĕсемпе хĕр çураçма килчĕ. Инке мана çав качча кăтартма илсе кайнă пулнă иккен. Çывăх тăванĕсем Микунтăра авлантарас тесе хĕр суйланă пулнă. Качча тухнишĕн ÿкĕнместĕп. Вăл çара кайиччен прокурора вĕреннĕ, хĕсметрен ăна тÿрех вăрçа илсе кайнă. 1946 çулта унăн ячĕпе вилнĕ тесе хут килнĕ. Тăванĕсем 40 кунне асăнса ирттерсен Микунтăр яла таврăннă, çав çулах эпир пĕрлешнĕ. Турри ача памарĕ. 44 çул пĕрле пурăннă хыççăн вăл пирĕнтен "уйрăлса" кайрĕ.
Выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр. Упăшкам колхоз председателĕн çумĕ, бухгалтер пулса ĕçлерĕ, эпĕ те колхозрах тăрăшаттăм. Пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман, "Тава тивĕçлĕ кохозница" ята илме тивĕçрĕм. Ытти награда те чылай", – аса илет Нина Ивановна.
Кăçал вăл 88 çул тултарать, пĕчченех пурăнать. Качака тата чăх-чĕп усрать. Йăмăкĕн ачисем килсе пулăшсах тăраççĕ. Нина Ивановна вулама юратать, телевизорпа чăвашла передачăсем пăхать. Пахчинче те хăех тăрмăшать.
Ф.ИВАНОВА,
Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.