07 марта 2013 г.
Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен, ял хуçалăх органзацийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.
Канашлу евĕклĕ самантпа пуçланчĕ. Карăклă ялĕнчи Петровсен хуçалăхне республикăри ял-хуласене ешĕл тум тата тирпейлĕхпе илемлĕх кĕртес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра "Чечеклĕхпе кану вырăнĕсем тăвасси" енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Дипломĕпе наградăларĕç.
Çакăн хыççăн Федерацин ветеринари тата фитосанитари сăнав службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ С.Бандурин сăмах илчĕ. Сергей Николаевич кашни уйăхрах тĕрлĕ района тухса семинар ирттерни çинчен пĕлтерчĕ. Паянхи семинар ыйтăвĕсене райадминистрацин анлă канашлăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ.
Управлени пуçлăхĕн çумĕ Н.Романов республикăра финосанитари енчен лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарчĕ, карантин уçнă зонăсенче карантин объекчĕсене сарăлма парас мар тата пĕтерес тĕллевпе ирттермелли мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех карантин объекчĕсем район территорине ан лекччĕр тесе епле ĕçсем туса ирттермелли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр районсенче çĕр улми нематодăпа чирлине палăртнă. Пирĕн райони 10 ял тăрăхĕн территоринче çак усал чир сарăлма тытăннă. Николай Владимирович вырăнти хăй тытăмлăхсем Раççей ял хуçалăх сăнавĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕпе çĕр çинчен калакан саккунсен облаçĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса ĕçлес ыйту çине хытă пусăм турĕ. Пĕлтĕр районта 126 тĕрĕслев ирттернĕ, ял хуçалăх организацийĕсенче – 19. Кăçал 13 тĕрĕслев ирттерме палăртнă.
Управлени сотрудникĕ К.Викторов выльăх-чĕрлĕхе биологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕлес тата халăха ветеринари енчен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтăва хускатрĕ. Уйрăмах сыснасен африка чуми çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн çĕршывра çак чире икĕ çĕрте – Ярославль тата Тверь облаçĕсенче тупнă. Африка чумипе кĕрешмелли вакцинăна хатĕрлесе çитермен. Сыснасене çак амакран хÿтелес тесен уçăлма кăлармасăр тытмалла. Çурисене ăнăçлă, докуменчĕсем йĕркеллĕ хуçалăхсенчен ветеринари правилисене пăхăнса туянмалла. Юлашкинчен Николай Владимировичпа Константин Вячеславович итлекенсене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕç.
Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров пĕлтернĕ тăрăх, ял тăрăхĕсенче граждансен пĕрлехи 55 тĕлпулăвне ирттернĕ, вĕсене пĕтĕмпе 265 пин çын хутшăннă. Вырăнти халăх ытларах çулсене юсаса тата пăхса тăрас, вут-кăвартан хÿтĕленес, ĕçмелли шывпа тивĕçтерес, çÿп-çапа пухса турттарса тухас, çапкаланчăк йытăсенчен хăпас ыйтусемпе кăсăкланнă. Чылай чухне çивĕч ыйтăва пĕрлехи вăйпах татса пама пулать. Çакна тума пĕр-пĕрне ăнланни, шалти туйăм ырă ĕç тума хĕтĕртни çав тери пулăшаççĕ.
Районта çарпа спортăн массăллă ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Вĕсем мĕнле иртни çинчен район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова каласа пачĕ. Канашлура Уçырма, Вăтакас Кипеч, Ухман тата Шелттем ял тăрăхĕсен Çамрăксен канашĕсене уйăхлăхра хатарлăхĕпе палăрнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Асхва ял тăрăхĕн команди куçса çÿрекен кубок хуçи пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Вăтапуç тата Карăклă ял тăрăхĕсен командисем.
В.АЧЧА.