АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен çĕнĕ организацийĕ

07 марта 2013 г.

Районта агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕ ĕçе пуçăнчĕ. Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен союзĕн правленийĕн пĕрлехи председателĕ Н.Иванов ветерансен союзĕ мĕнле ĕçлесе пыни çинчен, çакăн пек организаци Канаш районĕнче те кирли çинчен пĕлтерчĕ.

Ларура районти АПК ветеранĕсен канашĕн уставне çирĕплетрĕç. Пĕр саслăн пулса председателе район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалистне В.Долгова, унăн çумне Киров ячĕллĕ ЯХПК председателĕн çумне Ю.Александрова, казначее ятарлă программăсен секторĕн тĕп специалистне Н.Кочкинăна, ревизора Киров ячĕллĕ хуçалăхра нумай çул тĕп агрономра ĕçленĕ Э.Яковлевăна суйласа лартрĕç.

Лару çĕнĕ организацине сĕнÿсемпе канашсем панипе вĕçленчĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика