АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллисем ялан хисепре

06 марта 2013 г.

"Çынна сăмахĕпе мар, ĕçĕпе хисеплеççĕ", – текен ваттисен сăмахĕсем шăпах Атнаш ялĕнче пурăнакан Римма Александровна Красновăна (хĕр чухнехи хушамачĕ Каховская – автор) тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăй пурнăçĕнче тунă ĕçсемшĕн чăннипех пысăк хисепе тивĕçлĕ.

Римма Александровна 80 çул каялла мартăн 11-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере асли пулнă май (4 ача пулнă) ун-кун тумалли ĕçсем пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ. Çамрăк хĕр нихăçан та нăйкăшса ĕçе тумасăр тăман, ăна вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă.

Риммăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Амăшĕ, Евдокия Алексеевна, Тăвайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ, ашшĕ, Александр Филиппович Каховский, Тăвай райхаçатĕнче тимленĕ. Амăшĕ чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тăватă ачапа тăрса юлнă. Çемье Канаша куçса килсе тĕпленнĕ. А.Каховский чылай çул журналистикăра ĕçленĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче йывăр лекнĕ ăна.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Р.Каховская Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ветеринари уйрăмне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Киров ячĕллĕ колхозра выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ. Хуçалăх çитĕнĕвĕсенче, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи çитĕнÿсенче Римма Александровнăн тÿпи çук мар. Ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăма ял-йыш хисеплет. Çакна колхоза нумай вăхăт ăнăçлă ертсе пыракан Николай Степанович Андреев та çирĕплетет:

– Пенси çулне çитсен те Римма Александровна ревизи комиссийĕн председателĕнче тăрăшса ĕçлерĕ, – тет хуçалăх ертÿçи.

Ялта камăн та пулин выльăхĕ чирлесе ÿксен хуçисем тÿрех Р.Краснова патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Нихăçан та вăхăт çук, пыраймастăп тесе турткаланса тăмасть, чĕннĕ çĕре тухса утать.

– Чи кирли – кăмăл туртăм, кирек мĕнле ĕçе те чун-чĕререн парăнса, юратса пурнăçлани. Вара сана пурте хисеплеççĕ. Çынсем те, ху та кăмăллă юлатăн, – тет ĕç ветеранĕ.

Обществăлла ĕçре те Р.Краснова хастарлăхĕпе палăрнă. Ăна район Совечĕн депутатне, вырăнти профсоюз комитечĕн членне суйланă. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Çемье архивĕнче Хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем тирпейлĕн упранаççĕ.

Красновсем виçĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Кашниех çемьеллĕ. Шел, юратнă мăшăрĕ, Сергей Николаевич, иртнĕ çул пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вăл 50 çул ытла ачасене вĕрентнĕ, çав çулсен çуррине шкул директорĕнче ĕçленĕ.

Римма Александровнăна сумлă юбилей тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, сурпан пек вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр, ачисемпе мăнукĕсем ватлăхра савăнăç кăна кÿччĕр.

Г.ПАВЛОВ,

иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика