06 марта 2013 г.
Юратнă вĕрентекенсене пин-пин юрă, сăвă халалланă. Шăхасан салинче пурăнакан Альбина Ивановна Сергеева нумаях пулмасть хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ялти культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Пултарулăхĕ Альбина Ивановнăн вĕрентÿ ĕçĕнче кăна мар. Хăйĕн предметне вĕрентнисĕр пуçне вăл районти халăх театрне те çÿренĕ. Мĕн чухлĕ роле калăпламан-ши вăл хăй вăхăтĕнче Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрне çÿресе: "Вĕçкĕн Ваççа" - Крахьян, "Карчăксем качча каяççĕ", "Ялта" - Йăскар, "Инженер-конструктор" - Нина тата ытти те. Вăл сăнарлакан рольсем чăн пурнăçри пулса тухаççĕ. Альбина Ивановнăна аваллăха упракан тесен те йăнăш пулмĕ. Шкул çумĕнче Çеçпĕл Мишши музей класне йĕркелеме нумай вăй хунă вăл.
Альбина Ивановна Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере ултă ача пулнă. Амăшĕ – Артизанова Пелагея Никифоровна питĕ ĕçчен хĕрарăм пулнă. Шел, 49 çула çитсен Пелагея Никифоровнăн чĕри тапма чарăннă. Ашшĕ – Иван Григорьевич Денисов – вăрçă ветеранĕ. Шăхасанти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Альбина Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче пионервожатăй пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл вăхăтра шкулсенче професси те алла илме май пулнă. Альбина Ивановна малалла вĕренме шутлать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче филологи факультетне вĕренсе тухать.
1966 çултан унăн ĕç биографийĕ пуçланать.
Шăхасанти вăтам шкулта 1974 çулта тăван чĕлхене вĕрентме тытăнать. Ултă çул хушши районти тĕп библиотекăра ĕçлесе пăхнă хыççăн ăна чун каялла шкула куçма хистенĕ. Кирек мĕнле ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçланă вăл. Хăй вĕрентнĕ ачасене Альбина Ивановна чăваш чĕлхине, халăх искусствине юратма вĕрентнĕ: фольклор тата драма кружокĕсене явăçтарнă. Ун чухне вăл тăрăшнипе час-часах Шупашкара театрсене, музейсене, экскурсисене ытти районсене те илсе çÿренĕ. (Сăмахран, Комсомольски районĕнчи Александр Будакова, "Чăваш Гастеллине", аса илсе хăварма пулать).
Пурнăç – тĕлĕнмелле пулăм. Çул хыççăн çул пĕр сисĕнмесĕр тенĕ пек иртет. Каялла çаврăнса пăхма та çук – яланах ĕçре, çын хушшинче. Пулас ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ырă сăмахсене, хисеплесе калаçнине илтетĕн пулсан – пурнăç сая кайман.
Альбина Ивановнăпа Николай Сергеевич хăйсен икĕ ывăлне лайăх ăс- тăн парса ÿстерчĕç, аслă пĕлÿ пачĕç. Сашăпа Леня иккĕшĕ те экономист. Кĕçĕнни Леня виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Пурте çемьеллĕ. Саша Шупашкарта пурăнать, Леня – Мускавра. Сергеевсен халĕ икĕ мăнук.
Альбина Ивановна Сергеевăна пĕрре библиотекăра курма пулать, тепрехинче вара ялти культура çуртĕнче. "Парчар" фольклор ушкăнĕпе репетицисенче халăх юрри-ташшине вĕренеççĕ, тĕрлĕ çĕре тухса çÿреççĕ.
Юбиляра чыслама çывăх çыннисем, кÿршĕ-аршă пуçтарăнчĕç.
Салам сăмахĕ калама районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Л.Е.Егорова тата М.Н.Иванова сăмах илчĕç. Аса илмелли тата каласа памалли вĕсен тем чухлех пулчĕ. Шăхасанти ача-пăча искусствисен шкулĕнче вĕрентекен В.В.Михайлова та нумай асра юлнă самантсене каласа кăтартрĕ.
Шăхасан ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕн ертÿçин çумĕ В.И.Дмитриев утса тухнă кун-çулăн паллăрах та хумхануллă саманчĕсене пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсемпе аса илсе вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ çак уяв каçĕ.
Сехет ытла тăсăлнă мероприяти клуба килнĕ халăха çав тери килĕшрĕ.
И.ПЕТРОВА.