АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пиллерĕ

06 марта 2013 г.

Пуш уйăхĕн хĕвеллĕ кунĕнче Юмансар ялĕнче пурăнакан В. Иванов патне хăнана район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа район халăхне социаллă пулăшу паракан пайăн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, ачисем, мăнукĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем килчĕç. Çапла тума сăлтавĕ вара самаях пысăк. Василий Ивановича çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламлама пынă вĕсем.

В.Иванов 1942 çулта Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Тĕрлĕ çапăва хутшăнса Берлина çитнĕ, унта вăл ураран аманнă. Нумай вăхăт çар госпиталĕнче сипленнĕ. Тăван тăрăха 1946 çулта таврăннă. Уçырма хĕрĕпе çемье çавăрнă. Çулталăкран çемье хушăннă. Ăна Иван тесе çыртарнă. Ун хыççăн хĕр çуралнă. 1968 çулхи çу уйăхĕччен ачасен йышĕ вунна çитнĕ.

Ивановсем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскерсем тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунă. Мăшăрĕ Александра Антоновна 1992 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Çак çулчченех Василий Иванович выльăх-чĕрлĕх тытнă. Унăн 21 мăнук тата 23 кĕçĕн мăнук. Вăл Тамара ятлă хĕрĕн çемйинче пурăнать.

Василий Ивановича Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă хутне, парнесем пачĕç. Вăрçă ветеранĕ хăйне хисеп туса килнĕшĕн чун-чĕререн тав турĕ, хăйĕн пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма çирĕп сывлăх сунчĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика