АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн илтнипе ĕçре усă курĕç

06 марта 2013 г.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн акт залĕнче Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕсен канашĕн правленийĕн семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Канаш, Йĕпреç тата Комсомольски районĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ-шалти политикăн управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Кун йĕркине ултă ыйту кĕртнĕ.

Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правленин анлă ларăвĕ иртнĕ. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Тĕп калаçу унта тĕрĕслевпе сăнав органĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе мĕнле çыхăнса ĕçлени çинчен пынă. Анлă ларăвăн протоколне пурнăçа кĕртес енĕпе тунă ĕçсене республикăн муниципалитет тытăмĕн канашĕн ĕçĕсене тăвакан директорĕ Станислав Николаев пĕтĕмлетрĕ. Вăл муниципалитет органĕсен ĕçĕ çăмăл маррине, ака уйăхĕн 25-мĕшĕ малашне муниципалитет пĕрлĕхĕсен кунĕ пулса тăнине, уяв умĕн вĕсен V съезчĕ пулассине палăртрĕ. Юрий Васильев кун йĕркин пĕрремĕш тата ытти ыйтусемпе ĕçлĕ те курăмлă комментарисем пачĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне, çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса,тăнлă-пуçлă, пĕлсе тĕрĕслемеллине аса илтерчĕ. Муниципалитет тытăмĕсен канашĕ мĕн туни пĕтĕмпех çынсемшĕн пулнине манас марччĕ. Йышăну кăларнă чухне штрафсен, ытти наказанисен пысăкăшсен танлаштарулăхне шута илме кирлине, çитменлĕхе пĕтерме, йăнăша тÿрлетме вăхăт памаллине асăрхаттарчĕ. Пĕрремĕш ыйтупах район тата хула прокурорĕ Яков Сергеев тухса калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, кашни районтах прокуратурăн ĕçлĕ 8 ушкăнĕ тимлет. Прокуратура ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине асăнса хăварчĕ.

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн чрезвычайлă лару-тăрăвăн пĕрлехи тишкерÿ, прогноз тата профилактика пайĕн пуçлăхĕ Ардальон Егоров тата Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, пушар асăрханăвĕн Чăваш Республикин патшалăх инспекторĕ Николай Петров комитет тата управлени ĕçĕсене тишкерчĕç, кăçал тумаллисене залра ларакансем патне çитерчĕç.

"РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн кризислă лару-тăрура ĕçлекен центрĕ" федераллă хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Алексеев ялсен Чăваш Енĕн муниципалитет тытăмĕсен пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службинче усă курмалли паспорчĕсене хатĕрлеме пуçлани çинчен каласа пачĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кирлĕ документсене Центра вăхăтра тăратма ыйтрĕ.

Федерацин антимонопиллĕ службин Чăваш Республикинче саккасемпе торгсене мĕнле туса пынисене тĕрĕслесе тăракан управленин пай пуçлăхĕ Галина Чагина саккассем йышăнас сферăра çăхавсене пăхса тухассипе çыхăннă актуаллă ыйтусем, çавăн пекех кокуренци саккунне хÿтĕлесси çинчен тухса калаçрĕ. Вăл уйрăмах çак ĕçре час-час тĕл пулакан йăнăшсем, саккас тунă çĕре хутшăнакансен тивĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Федерацин çыхăну, информациллĕ технологи тата массăллă коммуникаци сферине пăхса тăракан службăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн пай пуçлăхĕ Леонид Иванов Раççей Федерацийĕн саккун кăларас ĕçĕн харпăр хăй даннăйсен облаçĕнчи улшăнусем пирки, харпăр хăй даннăйсене йĕркене кĕртекен операторсен тивĕçĕсем çинчен сăмах илчĕ.

Тухса калаçакансен сăмахĕсене, кулленхи ыйтусен хуравĕсене, пĕр-пĕрин шухăшне сÿтсе явасси интереслĕ те активлă иртрĕ. Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче районсен администрацийĕсен волейбол командисен юлташла тĕл пулăвĕсемпе вĕçленчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика