АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çурта икĕ хутчен кĕнĕ

01 марта 2013 г.

Çав кун Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан А. Краснов пуçне хаяр шĕвекпе минретнĕ хыççăн амăшне пĕр ĕç тума пулăшу ыйтнă. Лешĕ, ÿсĕрскер, килĕшнĕ. Каçхине вуннă çитеспе вĕсем Л.Никитина пурăнакан çурт патне тухса утнă. Александр пÿрте кĕмелли алăкăн прапуйне тăпăлтарса кăларнă та шала кĕнĕ. Унтан амăшĕпе ывăлĕ полипропилен миххе тултарнă 17 килограмм çĕр улмине тата цинк витрери 3 килограмм сухана йăтса тухнă. Кĕçех тĕттĕмре çухалнă.

Виçĕ кунтан А.Краснов каллех Л.Никитина хуçалăхнеçул тытнă. Паллах, хальхинче те вăл урă пулман. Малтанхи пекех çăра çакмалли прапуя тăпăлтарса пÿрте лекнĕ. Унтан вăл хăйĕнпе пĕрле 35 метр тăршшĕллĕ, виçĕ шăнăрлă пăхăр электрокабель, 20 штук алюмини кашăк, 2 алюмини тата 1 эмаль чашăк, 1 пуртă илсе тухнă.

А.Краснов унччен темиçе хутчен судпа айăпланнă. Хальхинче вăл çирĕп режимлă колонире ларĕ. Унăн амăшне ирĕклĕхрен условно хăтарнă.

Е.ЕГОРОВ,

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика