01 марта 2013 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 68-мĕш çулĕнче çуралнă çак арçын. Вăтăра кайсан çав тери хăрушла ĕç тунă: çул çитмен хĕрачана вĕлернĕ. Çакăншăн ăна Чăваш Республикин Аслă сучĕн йышăнăвĕпе 15 çула хупнă, Урала ĕçлесе юсанмалли колонине янă. Ирĕке кăларсан тăван тăрăха килмелли çулĕ ултă уйăха тăсăлнă. Тĕрмере ларнă чухне ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе çыхăну тытман. Çак сăлтава пула хăйне пурнăç панă хаклă çыннисем пурнăçран уйрăлса кайнине пĕлмесĕрех юлнă. Тăван ялĕнче ăна пушă çурт кĕтсе илнĕ. Унта çынсенчен ютшăнса пурăнма тытăннă. Урама тĕттемленсен кăна тухнă. Укçи пулман. Ĕçлеме юратман, ахăртнех. Тен, пилĕкне авасшăн пулман. Çапах та унăн этем ĕретлĕн тăраниччен çиес, ĕçес килнĕ.
Пĕр кунхине арçын килĕнчен инçех мар, ял хĕрринчи çерем çине кун каçма хăварнă выльăхсене асăрханă. Пуçĕнче кăкарса хăварнă пăрăва вĕçертсе каяс шухăш амаланнă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче пуртăпа тата çĕçĕпе хĕç-пăшалланса ухутана тухнă. Никамсăр хăварнă тимсĕр хуçан пăрăвне салтнă та çывăхри вĕтлĕхе çавăтса кайнă. Чиксе пăрахнă. Тирне сÿсе илнĕ, тушкине темиçе пая вакланă, какайне килне илсе кайса тĕплĕн пытарса хунă.
Тепĕр кунне пăру хуçи сÿсе пăрахнă пăру тирне тупнă. Çакăн çинчен полицие евитленĕ. Пакунлисене преступление кам тунине çийĕнчех палăртма май килнĕ. Какайне вара тупайман. Плита çинчи савăтра пуçне вакланă пăру пуçĕ пиçнĕ. Паллах, арçыннăн тепĕр хут тĕрмене ларас килмен. Суд умĕнче явап тытас мар тесе мĕн кăна шутласа кăларман хайхискер. Полицейскисем вăл айăплине конкретлă фактсемпе çирĕплетсен тин шăпланнă, пĕчĕк ача пек пуçне уснă. Айăпне йышăнса верандăна пытарнă какая илсе кĕнĕ. Вăт çапла унăн антăхса каясла какай çиес килнине тунсăхлăн ирттерсе яма тивнĕ.
Темиçе кунтан, хăй следствире пулин те, какай ас тивес кăмăлне тултарма шутланă вăл. Сăвакан ĕнене çавăтса кайма хăтланнă. Анчах та хуçи, халăхра калашле, ăна алăранах ярса тытнă. Ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ вăл следстви изоляторĕнче ларать. "Тÿлевсĕр сыр шăши таппине кăна", – тенине питĕ лайăх ăнкарса илнĕ вăл.
Т.НАРБУТАЕВА,
следователь, юстици капитанĕ.