АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçтешĕмĕрĕн пысăк çитĕнĕвĕ

01 марта 2013 г.

Раççей регионĕсен массăллă информаци хатĕрĕсене ертсе пыракансен альянсĕ (АРС-ПРЕСС) "Регионсен çырăнтару агентстви" (МАП) хутшăннипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри журналистсен "Золотой гонг – 2012" конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çак конкурс – Федерацин пичет тата массăллă коммуникацин агентстви пулăшнипе Раççейри журналистсен çулсерен ирттерекен (курăмлă) конкурсĕсенчен чи сумлисенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ – уйрăмах активлă тата пултаруллă журналистсене, редакторсене тата медиа-менеджерсене палăртасси.

Раççейри малта пыракан журналистсенчен, федерацин тата регионсен изданийĕсен тĕп редакторĕсенчен, журналистсен союзĕсен тата организацийĕсен представителĕсенчен, журналистика проблемисемпе ĕçлекен обществăлла фондсен тата центрсен ертÿçисенчен тăракан жюри "Фоторепортажсен ярăмĕ" номинацире "Канаш ен" хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕн В.Алексеевăн (Аччан) ĕçĕсене пысăк хак панă. Виталий Алексеевич журналистсен "Золотой гонг" конкурсĕн иккĕмĕш степеньлĕ Дипломне тивĕçнĕ. Вăл – Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри "Раççейĕн чи лайăх сăн ÿкерчĕкĕсем – 2009" проекчĕн "Çынсем" номинацийĕн çĕнтерÿçи, "Радость моя" федераллă телеканал ирттернĕ "Манăн çемьери савăк самантсем" фотофестивалĕн дипломанчĕ, Леонид Ильин журналист ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Ĕçтешĕмĕре çирĕп сывлăх, телей, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

П.ЕФИМОВ,

Раççей Журналисчĕсен союзĕн

пуçламăш организацийĕн секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика