АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ирех кĕл тăвать

01 марта 2013 г.

Янкăлч ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен çулĕпе чи асли – Пукăртан çынни М.Тихонова. Вăл Йăлмаччара 98 çул каялла хресчен çемйинче çуралнă. 1937 çулта Пукăртан çыннин П.Егоровăн мăшăрĕ пулса тăнă. Вăрçă пуçлансан çар комиссариачĕ Порфирий Егоровича чукун çул разъезчĕн начальникне лартнă. Çак çулпа çар техникипе хатĕрĕсене, салтаксене фронта ăсатнă. Мария Тихоновна хĕрарăмсемпе вăрман каснă, колхоз ĕçĕсенче тар юхтарнă. Окоп чавнă, наçилккепе шăннă тăпра йăтнă. Каçхине çичĕ çухрăм утса ачисем патне таврăннă, вĕсене вăл выçă лартман. Вăрçă хыççăн колхозра тĕрлĕ ĕç тунă, килти хуçалăхра тăрмашнă. Унăн ĕç стажĕ 40 çул ытла.

Мария Тихоновна Василий ятлă ывăлĕн çемйипе пурăнать. Килти ĕçсенче пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Çăм арлать, картишĕнче кăштăртатать. Кашни ирех турăш умне тăрса кĕл тăвать, вăл ăна пăхмасăр пĕлет. Мăшăрĕпе 12 ача çуратса ура çине тăратнă. 21 мăнукĕпе 31 кĕçĕн мăнукĕ ун патне килсех тăраççĕ. Мария Тихоновнăн чи кĕçĕн мăнукĕ те пур.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика