01 марта 2013 г.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ кăçал хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак датăна халалласа вăл республикăри ачасен театр коллективĕсен фестивальне "АВАНсцена" ятпа ирттерет.
Нумаях пулмасть лайăххисене палăртмалли тапхăрта ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Çепĕл çеçкисем" театр коллективĕ Н.Антонова режиссер ертсе пынипе В.Пугачева çырнă "Алă çинчи шапа" пьеса тăрăх спектакль лартса пачĕ. Республикипех паллă артистсенчен В.Павловран, И.Архиповăран, Р.Поляковăран тăракан жюри ачасен пултарулăхне лайăх хак пачĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Р.Полякова сцена çинчи калаçу чĕлхипе мастер-класс ирттерчĕ.
Тĕл пулу хăнасем лартса панă "Не хочу быть собакой" музыкăллă юмах-камитпе вĕçленчĕ. Вăл çамрăк артистсене питĕ килĕшрĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.