АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа вилĕм юнашар

27 февраля 2013 г.

Раççей ачисем (3,7 тата 16 çултисем) ытларах çул-йĕрпе транспорт аварийĕсенче ви-леççĕ. 11 тата 15 çултисенчен чылайăшĕ хăйсем çине алă хунипе пурнăçран уйрăлаççĕ. Çакă Росстат правительствăна янă 2011 çулхи кăтартусенчен паллă. "Тулашри сăлтава" пула 2011 çулта 6,35 пин ача вилнĕ.

Чăн та, статистика кăтартăвĕ тăрăх 2011 çулта ача-пăча пурнăçран уйрăлнин тĕп сăлтавĕсем – вĕсем хăйсем çине алă хуни тата çул-йĕр çинчи авари. Экспертсен шучĕпе çамрăксем ытларах компьютер вăййисене килĕштернĕрен вилĕме суйласа илеççĕ. Çул-йĕр инкекне вара вĕренÿ тапхăрĕсемпе те çыхăнтармалла.

Çуран çÿрекен ачасемшĕн чи хăрушши – 3,7 тата 16 çулсем. Мотоциклистсемпе велосипедистсен хушшинче – 5 тата 16 çулти çамрăксем. Пассажирсен йышĕнче вара – 4 тата 15 çултан аслăраххисем. Унсăр пуçне çулталăк тултарайман ачасен шучĕ те самаях пысăк.

"Ку кăтартусем ытларах вĕренÿ тапхăрĕсемпе çыхăннă, – пĕлтерет "Синие ведерки" юхăм ертÿçи Петр Шкуматов. – 3-4 çулсенче ачасем садика кайма пуçлаççĕ. Ытлă-çитлĕ пурăнакан çемьесем вĕсене машинăпа илсе çÿреççĕ. 15-16 çулти çамрăксем вара час-часах килтен аякка тухса çÿреме кăмăллаççĕ. Е урăх хулана вĕренме каяççĕ. Кунта вĕсемшĕн пурте ют, çав шутра урам та. Çак ÿсĕмре вĕсем руль умне ларма тăрăшаççĕ. Хула урамĕсемпе хйсем тĕллĕн ярăнса çÿремесен те ялсенче алла руль тытаççех".

Экспертсем палăртнă тăрăх пĕчĕк ачасем машинăра вилесси ытларах амăшĕсен айăпĕпе килсе тухать. Вĕсен шучĕпе пепке алăра пулни ăна ятарлă креслăна лартнинчен шанчăклăрах иккен. Ку тĕрĕс мар. Авари вăхăтĕнче ачана ытамра тытса чараймăн.

5 çулта ачасем ытларах велосипедпа ярăнма вĕренеççĕ пулсан 16-рисем унпа инçе çула тухма та хăрамаççĕ. Анчах та çул çинче асăрхануллă пулмаллине те манмалла мар. Вилĕм хыçранах çÿрет тенине те асра тытмалла. Пĕчĕккисене вара ашшĕ-амăшĕ куçран вĕçертмелле мар.

Авари вăхăтĕнче ачасем ытларах шар кураççĕ. Çавăнпа та вĕсене ятарлă креслăра илсе çÿремелле. Статистика кăтартăвĕ тăрăх Раççейре иртнĕ çулхи 9 уйăхра çул-йĕрпе транспорт аварийĕсен шучĕ (унта ачасемпе çула çитмен çамрăксем лекнисем) 5,4 процент ÿснĕ. 16295 аварире 749 ача вилнĕ, 17219-ăшĕ аманнă. Çуран çÿрекен ачасенчен инкек вăхăтĕнче 252-шĕ пурнăçран уйрăлнă, 6704-шĕ суранланнă. Пассажир-ачасен йышĕнче 400-ĕшĕ вилнĕ, 7650-шĕ аманнă.

Чăваш Ен территорийĕнче те çулсеренех 2000-е яхăн çул-йĕрпе транспорт аварине шута илеççĕ. Вĕсенче 300-е яхăн çын вилет, 2 пин ытла аманать. Инкекре ĕмĕрлĕхех куçне хупакансенчен 40 процент ытларахăшĕ вара 25 çулчченхи çамрăксем.

В.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика