АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр чĕреллĕ ăсчах

27 февраля 2013 г.

Ыран паллă ăсчах, истори наукисен докторĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Тăван çĕршыв тата регион историйĕн кафедрин профессорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава ти-вĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика вĕрентĕвĕн Пĕтĕм тĕнчери академийĕн академикĕ, Çут çанталăка тĕпчесе вĕренекен наука академийĕн член-корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен тата Чăваш писателĕсен союзĕсен членĕ, "Раççей патшалăх учрежденийĕсен историйĕ" педагогика шкулĕн никĕслевçи Т.С.Сергеев çуралнăранпа 75 çул çитет.

Тихон Сергеевич – пирĕн ентеш, вăл Çĕнĕ Мами ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă С.М.Михайлов учитель çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ Анастасия Якимовна Михаилпа Тихон ывăлĕсене тата Зоя хĕрне пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе ашшĕ çулĕпе кайнă. Тихон вырăнти шкулта çичĕ класс пĕтерсен Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1955 çулта пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ÿстерме тытăннă. Вĕренÿ çулĕсенче илемлĕх пултарулăхĕн кружокне, вĕрсе каламалли музыка инструменчĕсен оркестрне çÿренĕ, республикăра тухса тăракан журналсемпе хаçатсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, сăвă-калав çырнă, факультетăн стена хаçатне редакциленĕ. 1957 çулта Алтай крайĕнче çерем çĕрсем уçнă çĕре хутшăннă. Ăна "Çерем çĕрсене уçнăшăн" медальпе наградăланă.

1950-1960 çулсенче Т.Сергеев Атăл тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем хушшинче палăрнă. СССР спорт мастерĕ А.Улангин тренер ертсе пынипе Тихон вăрăм дистанцисене чупнă, республика чысне Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче хÿтĕленĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. 1959 çулта 30 километрлă дистанцире республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Ытти дистанцисенче те темиçе хутчен палăрнă.

Наука историйĕпе, тăван ен культурипе пулас ăсчаха Т.Григорьев, Г.Васильев, Г.Волков, И.Петров, Г.Чавка доцентсем интереслентерсе янă. Педагогика историйĕн кружокĕнче 1931-1942 çулсенче тухса тăнă "Пионер сасси" хаçат подшивкисене пăхса ларнă чухне Тихонăн пуçне ăслă шухăш пырса кĕнĕ: "Мĕншĕн-ха вăрçа пула тухма чарăннă изданине çĕнĕрен чĕртсе ярас мар". Республика пичечĕ урлă хăйĕн шухăшне вăл çÿлте тăракан влаç органĕсенче ĕçлекенсем патне çитернĕ. Часах чăваш ачисем патне "Пионер сасси" хаçат пыма тытăннă. Çак ăнăçу çамрăк тĕпчевçе истори шыравĕн уссине туйма вĕрентнĕ, ку енĕпе малалла ĕçлеме хистенĕ, хавхалантарнă.

Икĕ çул çар службинче пулнă, пĕр çул Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ вăтам шкулта ĕçленĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса Мускаври патшалăх педагогика институчĕн СССР историйĕн кафедрин аспиранчĕ пулса тăнă. 1965 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Студентсен умĕнче тăван çĕршывăн историйĕпе лекцисем вуланă, практика занятийĕсем ирттернĕ. 1967 çулта çамрăк ăсчаха тин кăна уçăлнă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçарнă.

Университетра Тихонт Сергеевич 33 çул вăй хунă. Аслă преподавательтен профессора çитнĕ. И.Н.Ульянов музейне йĕркеленĕ, унăн наука консультанчĕ шутланнă. Педагогика институтĕнче (1998 çултанпа университет) каллех истори факультечĕ ĕçлеме пуçласан Т.Сергеева историпе право кафедрине ертсе пыма чĕнсе илнĕ. Республикăн малта пыракан аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлесе 5 пин истори, вырăс чĕлхипе литератури учительне, наукăпа архив ĕçченне хатĕрленĕ çĕре активлă хутшăннă. Нумайăшĕ – паллă педагогсен, вĕрентÿ сферин ĕçченĕсен йышĕнче. Паян Чăваш Енри шкулсенче пуринче те тенĕ пекех унăн воспитанникĕ пур.

Тихон Сергеевич истори наукинче хăйне хура ĕç тăвакан вырăнне хурать. Тухăçлă ĕçлет канăç мĕнне пĕлменскер. Чăваш Енĕн, Атăл тăрăхĕн, Раççейĕн ку чухнехи культурин историне тĕпчес ĕçе çур ĕмĕрне панă. Вăл 350 ытла наука ĕçĕ çырнă, çав шутра – 21 монографи, 40 яхăн – наукăпа методика пособийĕ. Унăн кĕнекисемпе тата пособийĕсемпе Раççей Федерацийĕн 18 республикинчи, облаçĕнчи, крайĕнчи чăваш диаспорĕ вĕренет.

Сергеев профессор Раççейĕн тĕрлĕ хулинче тата çывăхри çĕршывсенче ирттернĕ 200 яхăн Пĕтĕм тĕнчери, Пĕтĕм Раççейри, регионти нукăпа практика конференцийĕсене хутшăннă. Ăсчахăн нумай çул тĕпченĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ – Уралти патшалăх университетĕнче (вăл Екатеринбургра вырнаçнă) "Чăваш Ен культури (1917-1990 çулсем)" темăпа хÿтĕленĕ доктор диссертацийĕ.

Тихон Сергеевич – И.Н.Ульяновăн педагогикăри пуянлăхне тĕплĕн тĕпчекенсенчен пĕри. Пухнă материалĕсене пĕтĕмлетсе темиçе кĕнеке те кăларнă. Унăн "И.Н.Ульяновăн наукăпа педагогика пуянлăхĕ" монографийĕ "Тăван çĕршыв наукин ылтăн фондне" кĕнĕ. Пирĕн ентеш тăватă томлă "Чăваш энциклопедийĕ" валли 352 статья хатĕрленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна чăваш тавра пĕлÿçисен "Халăх ăсчахĕ" хисеплĕ ятне панă.

Т.С.Сергеев пĕр доктор, истори наукисен 10 кандидатне хатĕрленĕ. Вĕсем Чăваш Енри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи преподавательсен корпусĕн ретне ÿстернĕ. Нумаях пулмасть вăл "На Парнас в досужий час" ятпа хăй çырнă сăвăсен пуххине пичетлесе кăларчĕ. Вулакансем, тăванĕсем, тусĕсем, ĕçтешĕсем унăн хайлавĕсене юратса йышăнчĕ. Профессоршăн ăс-тăн ĕçне вăй-хал ĕçĕпе çыхăнтарма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулĕсене пăхмасăр Тихон Сергеевич кĕрхи массăллă кроссене, йĕлтĕрçĕсен чупавне хутшăнать, призер та пулнă. Европăри чылай çĕршыва çул çÿреве кайса килнĕ, татах каяс шухăшлă-ха. Çул çинчи курни-илтни çинчен хапăлласах ĕçтешĕсене, студентсене каласа парать.

Тихон Сергеевичăн мăшăрĕ Валентина Ефремовна – биологи наукисен докторĕ, профессор. Вăл Вăтакас Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ĕçрен хăраманни вĕсене пурнăçра малалла утма вăй парса тăнă, тăрăшса ĕçлеме хистенĕ. Сергеевсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Алина – медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, хальхи вăхăтра контрактпа Австри тĕп хулинче Венăра ĕçлет. Инесса программист инженер пĕлĕвĕ илнĕ, Чехире Прага çывăхĕнче çемйипе пурăнать. Хĕрĕсем ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра тăватă мăнукĕ – Сергеевсен чи пысăк пуянлăхĕ.

Наукăри тата вĕрентÿри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Тихон Сергеевичпа Валентина Ефремовна Сергеевсене "Ученые России" электронлă энциклопедийĕн III томне кĕртнĕ.

Т.С.Сергеев академик хăйĕн юбилейне çĕкленÿ туйăмĕпе кĕтсе илет. Унăн пысăк йышлă вĕренекенĕсем – студентсем, учительсем, преподавательсем, ĕçтешĕсем ăна çирĕп сывлăх, наука историйĕн аталанăвĕнче, пысăк квалификациллĕ педагогика кадрĕсем хатĕрлессинче малашне те ăнăçу сунаççĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика