АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика тулашĕнчен те килчĕç

27 февраля 2013 г.

Хучел ял тăрăхĕн "Хучел йĕлме йĕлтĕрĕ – 2013" уçă ăмăртăвĕ Мари Республикин паллă тренерĕ пулнă Э.М.Лобановăна халалласа иртрĕ. Канаш çывăхĕнчи пысăках мар ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн стадионне Шупашкар, Ульяновск, Зеленодольск, Канаш хулисен, Ульяновск облаçĕнчи Нагаткино поселокĕн, хамăр республикăри Красноармейски, Канаш, Тăвай, Вăрмар, Йĕпреç районĕсен командисем килчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванов , "Хучель" спорт клубĕн директорĕ Г.Евлампьев, Хучел шкулĕн директорĕ Л.Ильина саламларĕç.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине ял çыннисем те тухрĕç. Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене йышăннă спортсменсене кубоксемпе, медальсемпе, грамотăсемпе наградăларĕç, укçан преми парса хавхалантарчĕç. Тренерсене те чысларĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансем валли тÿлевсĕр вĕри апат хатĕрленĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика