22 февраля 2013 г.
Пĕр çирĕм çул каялла кăна-ха халăх пурнăçĕн паха енĕсем урăхларахчĕ. Çĕршыва сыхласси кашнин тивĕçĕ пулни, ĕçченлĕх, кĕнеке вуласси, типтерлĕхпе сăпайлăх яш-кĕрĕме, çамрăка виçмелли чикесем шутланнă пулсан, халĕ мала укçа-тенкĕ, компьютерпа интернет, çемьерен аякка кайса вахтăпа ĕçлесси тухрĕ. Пирĕн ÿсĕмре килсерен ача шучĕ те нумай пулнă, кашни арçын ача салтака юрăхлă пулма тăрăшнă. Самани май пурнăç хаклăхĕ те улшăнать пулас. Апла пулин те салтак ăрăвĕ çемьесенче çитĕнет-ха: куншăн савăнмалла çеç.
Николай Григорьевич Орлов – подводник, шыв айĕнче атом вăйĕпе çÿрекен карап çинче матрос пулнă. 1967 çулта Канашри педагогика училищинчен (шкул уйрăмĕнчен) вĕренсе тухнă хыççăн Совет Çарĕн ретне тăнă. Учитель пулма хатĕрленнĕ çамрăк флота лекнĕ. Специальность суйласа илме вăхăт çитсен Николай шыв айĕнче ишекен карап çинче электрик пулма вĕреннĕ. Кронштадра тăхăр уйăх вĕренсе экзаменсене ăнăçлă тытсан Çурçĕрти Тинĕс Çар флотĕнче службăна малалла тăснă. Мурманск, Североморск, Северодвинск, Полярный хулисен, Оленья губа тăрăхĕсенче пулса Поляр кунĕ-каçĕнчен чăваш каччи тĕлĕннĕ. Куба таврашĕнче те пулма тÿр килнĕ унăн.
Н.Орлов Ишлей (халĕ Шупашкар) районне кĕрекен ялсенчен пĕринче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ бригадир пулнă. Николай Григорьевич малаллахи пурнăçне Çĕнĕ Чалкасси ялĕпе çыхăнтарнă.
Куба таврашĕнче хĕс-метре пулнăшăн командовани Н.Орлова "За дальний поход" паллăпа чысланă. Хальхи вăхăтра вăл "Ĕç ветеранĕ" ята илмелли наградăсенчен пĕри шутланать. Тĕп старшина пулса Чăваш Ене килнĕ моряк ĕç-пуçне электричествăпа çыхăнтарнă. Ăста электрик Шупашкарти автоагрегат заводĕнче, Канашри резецсем тăвакан заводра, Сельэнерго пĕрлешĕвĕнче, Калинин ячĕпе хисепленекен (халĕ "Родина") колхозра, Çĕнĕ Чалкасси вăтам шкулĕнче вăй хунă. Хăйĕн пултарулăхĕпе, типтерлĕхĕпе тата çаврăнăçулăхĕпе пур çĕрте те палăрнă. Вĕсен çемйинче хĕрпе ывăл çитĕннĕ. Çемьерен вăхăтсăр уйрăлнă пулин те ял халăхĕн асĕнчех вăл. Ырă кăмăллă ĕçчене кам мантăр;
Каярах ывăлĕ, Георгий Николаевич, салтак пулса тăнă. Калас пулать, çĕршыв умĕнчи тивĕçне, ашшĕ пилне – Тăван çĕршыва сыхлассине – ачаран ăса кĕртсе ÿснĕ. Çакăн пек пулма шкулта вĕрентнĕ НВП предмечĕ те ачасене пулăшнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илме тытăннă. Çав вăхăтрах хăй шухăшне çирĕп тытса салтак пулма хатĕрленет: Мускаври çар округĕн инженери чаçĕнче хĕсметре тăрать. Чаç командирĕ ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Тав çырăвĕ янă, çав çыру Орловсен килĕнче хисеплĕ вырăнта упранать.
Хĕсметрен таврăнсан Георгий ашшĕ пекех электрик ĕçне вĕренет. Хальхи вăхăтра Канашри техоснатстка заводĕнче фрезеровщик пулса ĕçлет. Ялти çынсене электрик ĕçĕнче яланах пулăшать.
Алеша – кĕçĕн ăрусенчен пĕри. Вăл Николай Григорьевичăн мăнукĕ. Аслашшĕпе ашшĕ Алешăна мĕн пĕчĕкрен техникăна алла илме хăнăхтарнă. Орловсен юратнă транспорт вăл – мотоцикл. Алексей техникăпа туслă пулнăран тĕрлĕ модель-макет тума ăста, ытларах самолет тата кимĕ макечĕсене ăсталама килĕштерет. Республикăра тата Канаш хулинче ирттерекен ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илсе Дипломсене тивĕçнĕ, Раççейри "Орленок" лагерьте те пулма тÿр килнĕ.
Канашри 5-мĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсан Алеша водитель ăсталăхне алла илет. Кĕçех хĕсмете кайма ят тухать. Асламăшĕ ăна аслашшĕ çулĕпе моряк пулма сĕннĕ. Анчах та мăнукĕ çапла шухăшланă: "Пирĕн килтен салтаксем тинĕсре ишнĕ, çĕр çинче пулнă, манăн вара вĕçмелле, ахальтен-и эпĕ Орлов, сывлăш çарне лекмелле манăн", – тенĕ. Алешăн салтак пурнăçĕ сывлăш десант çарĕнче пуçланнă. Вăл Омск хулинче десантниксен курсне пĕтернĕ. Халĕ вара Кострома хулинче хĕсметре тăрать.
О.ТЕРЕНТЬЕВА. Çĕнĕ Чалкасси ялĕ.