22 февраля 2013 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн XXVI ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ-Пуху председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, учрежденисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Район депутачĕсен пухăвĕ 2012 çулта мĕнле ĕçлени çинчен унăн председателĕ И.Иванов отчет туса пачĕ. Пĕлтĕр 11 лару ирттернĕ, вĕсенче 65 йышăну кăларнă, 25-шĕ – нормативпа право акчĕ. Яланхи комиссисен 15 ларăвĕнче 20 яхăн ыйту пăхса тухнă, çичĕ хутчен вырăна тухса калаçнă, районăн 2013 çулхи бюджетне çирĕплетнĕ, район уставне улшăнусем кĕртнĕ, муниципаллă программăсене пурнăçа мĕнле кĕртсе пынин пĕтĕмлетĕвĕсене итленĕ, сÿтсе явнă, Чăваш Республикин Пуçлăхне суйласси çинчен калакан саккун проектне сĕнÿсем тăратнă тата ытти те. Пĕрле ĕçлеме тата пăхса тухма тăратнă ыйтăва сÿтсе явнă çĕрте пĕрлĕхлĕ позици йышăнма депутатсен Пухăвĕнче депутатсен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин фракцине туса хунă.
Пухăвăн ĕçĕнче суйлав округĕсенче ĕçлесси тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Депутатсем графикпа килĕшÿллĕн суйлавçăсене йышăннă, малашне те йышăнĕç. Вĕсем районăн обществăпа политика пурнăçĕнче, пĕрлехи информаци кунĕсенче, граждансен пухăвĕсенче активлă.
Тĕп задача – бюджет укçи-тенкипе усă курма пахалăхлă шайпа тивĕçтересси. Налук парăмĕсене пĕчĕклетсе пырас ĕçе лайăхлатмалла. Кăçал шута илнĕ нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтермелле, усă курман çĕр пайĕсене ял тăрăхĕн пурлăхĕ туса хурассине вĕçлемелле. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çакна тума инвесторсене явăçтармалла. Кĕскен каласан, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе çыхăннă ĕçсене, вĕсене пурнăçлама тивĕçлĕ услови туса парас çĕре хастар хутшăнмалла.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В.Чернов районăн муниципаллă пурлăхĕсене 2012 çулта приватизациленин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр куçăнман пурлăхăн тăватă объектне çĕр лаптăкĕсемпе пĕрле (пĕтĕмпе 685,7 тăваткăл метр) сутнă. Иртнĕ çул приватизаци тунипе бюджета 990820 тенкĕ пырса кĕнĕ. Пуху отчета çирĕплетни çинчен йышăну кăларчĕ.
Карăклă тата Çăлпуç ялĕсенчи çулсем районăн куçăмсăр пурлăхĕ шутланса тăнăччĕ. Депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе малашне вĕсем – Карăклă ял тăрăхĕн. Ветерансен Çеçпĕлти тата Пайкилтри вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕсене Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕн списокне кĕртрĕç.
Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев 2012-2016 çулсенче районти ачасен канăвне йĕркелемелли, сывлăхне çирĕплетмелли, пушă вăхăтне усăллă ирттермелли программăна тата районта 2011-2020 çулсенче вĕренĕве аталантармалли программăн çак çулсенче шкул çулĕчченхи вĕренĕвне аталантарас енĕпе йышăннă хушма программине пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни çинчен доклад туса пачĕ. Паянхи кун тĕлне районта 1414 ача садика çÿрет, черетре – 237-ĕн. Пĕлтĕр 120 вырăнлăх хушма ушкăнсем уçнă. Кăçал çакăн пек ушкăнсем Асхва, Карăклă, Вăтапуç ял тăрăхĕсенче уçма палăртнă.
Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерьте канас текенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Вăл республикăн пилĕк районне тивĕçтерет. Районта хăйсен тĕпренчĕкĕсен сывлăхне çак лагерьте çирĕплетес текен ашшĕ-амăшĕ сахал мар, нумайăшĕ унта ачисене ярайманнипе кăмăлсăр. Депутатсем хамăр район ачисем валли путевка ытларах уйăрма ыйтса Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне çырупа тухма йышăнчĕç.
Участоксенчи суйлав комиссийĕсен татăклă сасă пама ирĕк илнĕ членĕсен составне тăратнă тата участокри суйлав комиссийĕн составĕн резервне кĕртнĕ кандидатурăсен списокне хатĕрленĕ. Ăна сасăласа çирĕплетрĕç, Пуху йышăнăвне Канаш районĕн территори суйлав комиссине ярса пама килĕшрĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин район депутачĕсен Пухăвĕнчи депутатсен пĕрлешĕвĕ çинчен калакан Положенине çирĕплетрĕç. 2007 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче хатĕрленĕ Положени вăйне çухатнă тесе йышăнчĕç. Асхва ял тăрăхĕн администрацийĕ укçа уйăрма ыйтса депутатсен Пухăвне тăратнă çырăва пăхса тухрĕç. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Финанс министерствин пулăшăвĕсĕр татса пама çук.
Лару вĕçĕнче "Тырра биотехнологипе тирпейлекен комплекс" инвестици проектне республика программине кĕртме ыйтса Чăваш Республикин патшалăх Канашне çырупа тухас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ку ыйтупа "Канашский" агробиотехнопарк" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорĕ Л.Краснов тухса калаçрĕ. Вăл пулас предприятин тĕллевĕпе задачисене тĕплĕ ăнлантарса пачĕ. Ăна Шуркасси çывăхĕнче тума шутлаççĕ, унта пĕрчĕллĕ культурăсенчен аминокислота тата ытти продукци туса кăларĕç. Предприяти персоналĕ 420 çынна çитмелле, ĕç укçи 25 пин тенкĕрен кая мар. Завод çывăхĕнчи çулсене 5 километр таран асфальт сарĕç. Проекта пурнăçа кĕртме 3 миллиард та 600 миллион тенкĕ хывма палăртнă. Завода 2015 çулта хута яма планланă. Паллах, ыйту та нумай пулчĕ. Пĕри те хуравсăр юлмарĕ.
Лару район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова, С.Ильин, А.Филиппов, В.Алексеев тата В.Никитин депутатсене çуралнă кун ячĕпе ăшă сăмахсем каланипе вĕçленчĕ.
В.АЧЧА.