АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пайкилтпе Ямашра пулчĕç

22 февраля 2013 г.

Юн кун республикăра пĕрлехи информаци кунĕ "Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне "Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар" ятпа янă Çыру" темăпа иртрĕ. Канаш тăрăхĕн çыннисемпе тĕл пулса калаçма Шупашкартан республикăн ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пыракан информушкăн килчĕ. Район администрацийĕн акт залĕнче кÿртĕм инструктаж ирттернĕ хыççăн ушкăнсем ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç.

С.Павлов министр тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов тĕл пулăва Пайкилт ял тăрăхĕнче пуçларĕç. Сергей Владимирович Патшалăх Канашне янă Çырупа тĕплĕн паллаштарчĕ, унти хăш-пĕр самантсене цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Владислав Васильевич Çыру тытăмне ăнлантарнă чухне районти тĕслĕхсемпе усă курчĕ.

Ямаш ял тăрăхĕнче информушкăн Э.Шамуков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулчĕ. Лизингпа туяннă çĕнĕ техникăпа, тума пуçланă çĕнĕ фермăпа паллашрĕç. "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи В.Герасимов малашне тума палăртнă ĕçсем çинчен каласа пачĕ.

С.Павловпа В.Софронов Ямашри культура çуртĕнче те Пайкилтри пекех ял çыннисем панă ыйтусене хуравларĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика