АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл спортпа туслă

20 февраля 2013 г.

Районта çăмăл атлетсен чупăвĕсенче лайăх кăтартусем тăвакансем хушшинче М.Алексеев та пур. Вăл – Хучел каччи, Уçырма вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлÿ илет. Вĕренÿре "5" татат "4" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Шкул хыççăн урок тума та, спорт секцине çитме те, ашшĕ-амăшне пулăшма та вăхăт тупать. "Лайăх вĕренсе пыни спортра та çитĕнÿсем тума пулăшать", – тет Миша.

М.Алексеевăн юратнă дистанцийĕ – 100 метр. Йĕтре тĕртессипе те ÿсĕмсем пур. Миша – районăн пушарпа прикладной тата пушарпа çăлав командисен членĕ. Çак енĕпе канашсем республикăра малти вырăнсене йышăннинче унăн тÿпи те пур.

Кăçал вара Миша республикăра ирттернĕ физкультура олимпиадинче призер пулса тăчĕ. Пултарулăх тупăшăвне ăна физкультурăпа пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен П.И.Николаев хатĕрленĕ.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика