20 февраля 2013 г.
Стратеги пуçарăвĕсен агентствинче "Çĕнĕ васкавлă пулăшу" проекта тишкереççĕ. Малашне машинăсене больницăсем тытса-пăхса тăрассинчен хăтарасшăн. Ку тивĕçе уйрăм çынсен аллине парасшăн.
Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ çул Пермь крайĕнче, Киров облаçĕнче, Пушкăртстанра пурнăçа ăнăçлă кĕме пуçланă. Иккĕмĕш тапхăра кăçалхи март уйăхĕнчен Астрахань, Белгород, Воронеж, Ульяновск, Иваново, Кемĕр, Мускав, Томск, Тамбов, Чулхула облаçĕсем, Карел, Мордва тата Чăваш республикисем хутшăнĕç.
"ХС".