АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çарти туслăх темрен те хаклă

20 февраля 2013 г.

 Канаш хулипе районĕнче Афганистан вăрçине хутшăннă 371 çын пурăнать. Вун саккăрăн пуçĕсене хунă, пĕри хыпарсăр çухалнă. Чечняри событисенче пиллĕкĕн вилнĕ, Грузипе Абхази хушшинчи харкашура икĕ çамрăкăн чĕри тапма чарăннă. Нарăсăн 15-мĕшĕнче, совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 24 çул çитнĕ кун, вĕсене асăнса чиркÿре кĕлĕ ирттерчĕç. Афганецсен скверĕнчи монумент умĕнчи митинга Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрă-мĕн председателĕ Г.Николаев уçрĕ.

"Çĕнтерÿпе çухатăвăн çăмăл мар çулне утса тухрăмăр. Мрамор плити çине çырнă каччăсем ĕмĕр-ĕмĕр çамрăк пулса юлчĕç", - терĕ Герман Петрович. Саламлă сăмахсем çавăн пекех сăртлă-туллă çĕршывра сусăрланнă ветерансен хулапа районти организацийĕн председателĕ Е.Львов та каларĕ, Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕшĕн тав турĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов нарăсăн 15-мĕшĕ халăх асĕнче паттăрсене чысламалли кун пулса тăни çинчен каларĕ. "Пурнăçăра хĕрхенмесĕр çар тивĕçне пурнăçланăшăн, мирлĕ ĕçре хастар пулнăшăн, ачăрсене тĕрĕс воспитани панăшăн пысăк тав сире. Эсир вăрçă çулăмĕ, йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă пулин те чурăс, тимсĕр çын пулса юлмарăр. Çарти туслăха, çамрăк чухнехи идеалсене яланах упрăр. Кашни ăрăвăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе малашне те активлă хутшăнасса шанатăп. Ÿсекен ăрупа час-час тĕл пулăр, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисем çинчен каласа парăр, вĕсенче патриотизм, Тăван çĕршыва юратас, салтак ячĕпе мухтанас туйăмсем çуратăр. Çак асра юлакан кунра сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тăнăçпа телей сунатăп", – терĕ Владислав Васильевич.

Пуçĕсене хунă интернационалистсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, монумент умне йăм-хĕрлĕ гвоздикăсем хучĕç. Мероприяти малалла тавра пĕлÿ музейĕнче тăсăлчĕ. Афганецсем кунта "Пурăн тата асра тыт", "Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр", "Пурнăçшăн вилнисене асра тытса", "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем" стендсемпе паллашрĕç. Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев иртнĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, скверти монумента тимĕр карта тытса çавăрма пулăшнă спонсорсене тав турĕ.

Пухура Афганистан вăрçин инваличĕсен организацийĕн председателĕ Е.Львов, сывлăш-десант çарĕсен штабĕн полковникĕ Э. Смирнов, республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулинчи, Канаш тата Тăвай районĕсенчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Афганистан вăрçине хутшăннă С.Желудков, музей директорĕ М.Данилова сăмах каларĕç. Хулари 10-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекенсем Раççей салтакне халалланă сăвăсем вуларĕç.

Кăнтăрла иртни 3 сехетре Афганистанри тата Чечняри событисене хутшăннисем çамрăк ăрупа тĕл пулчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Л.Иванова, гварди полковникĕ Э.Смирнов, Афганистан вăрçин ветеранĕсем С.Желудковпа Г.Николаев ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Канашри Г.Муравьева тата Асхвари В.Гаврилова "Афганистан вăрçин ветеранĕ" орденпа, районта пурăнакан В.Сергеева, Ю.Владимирова, Ю.Александрова, А.Константинова "Служба тивĕçне Тăван çĕршыв тулашĕнче пурнăçланăшăн", Н.Иванова "Çар медицининче тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", В.Ермолаева, А.Филиппова, В.Сергеева, В.Иванова "Кавказри вăрçа хутшăннăшăн", В.Ермолаева "Çапăçăва хутшăннăшăн", А.Филиппова, В.Сергеева, В.Иванова "Сывлăш-десант çарĕсенче службăра тăнăшăн", В.Федорова "Ти-вĕçлĕ ĕçсемшĕн", А.Ефимова "Ветеран-интернационалист" медальсемпе наградăларĕç.

Воин-интернационалистсене халалланă мероприяти "Салтак юррисем" фестивальпе вĕçленчĕ. Сиккассинче пурăнакан А.Мурзуков, полици лейтенанчĕ А.Пешков, педколледж студенчĕ А.Шибалов юрланă юрăсене куравçăсем хыттăн алă çупса йышăнчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика