29 января 2016 г.
Тухтăрсен, çыннăн сывлăхне сыхласа хăварма пулăшакансен ĕçĕ чăннипех те питĕ кирлĕ ĕç. Врачсен ĕçĕ пур чухне те тÿрех курăнса та каймасть пулĕ, çапах та пулăшу илме пынă çын тухтăр пÿлĕмĕнчен çуталса тухнине курсан питĕ савăнатăп. Эпĕ те пÿлĕме шанчăкпа васкаса кĕрсе тăратăп.
"Эпĕ те кирлĕ пулăшу илсе тухăп", _ тесе çунатланатăп вара. "Этем сывлăхĕн 12-15 проценчĕ çеç тухтăрсен пултарулăхĕнчен килнине çирĕплетеççĕ специалистсем" тесе пĕлтерет "Хыпар" хаçат. Эпĕ вара пур пĕрех ăслă тухтăрсене ытларах шанатăп, çавăнпа чирлесен телевизорпа паракан рекламăсене шанмасăр тÿрех больницăна çул тытатăп. Участокри тухтăрсем пĕрмаях улшăнни кăштах пăшăрхантарать.
Кĕçĕн Çавал хĕрринче хăтлăх тупнă Шăхасан сали сиплев çурчĕсемпе _ уйрăмах район больниципе палăрса тăрать. Хăй вăхăтĕнче Ф.Г.Григорьев халăх врачĕ чунне парса ĕçленĕ кунта. Паян ку пысăк хуçалăх хĕрарăм тухтăр аллинче. Юлашки вунă çула яхăн Рената Николаевна Федорова тĕп врач пулса ĕçлет. Вăл чирлисемшĕн те, больница коллективĕшĕн те хăйне майлă çăлăнăç пулса тăрать. Бюджет укçи-тенки аран-аран саплашăнса пынă тапхăрта ĕç вырăнĕсене те сыхласа хăвармалла, медицинăри çĕнĕлĕхсенчен те юлмалла мар, кирлĕ оборудованипе те вăхăтра тивĕçтермелле, профилактика çинчен те манма юрамасть. Куçа курăнман ĕç темĕн чухлех: районти депутатсен Пухăвĕнче те çивĕч ыйтусене вăраха ямасăр вăхăтра татса памалла, аслă ÿсĕмри çынсене те тимлĕх уйăрмалла. Тен, вĕсене эмелтен те ытларах тухтăрăн пĕртен-пĕр ăшă сăмахĕ е ăнланăвĕ çеç кирлĕ. Тата çакна та палăртса хăвармалла: сиплев учрежденийĕнчи Р.Федорова тĕп врачпа унăн çумĕ А.Шашков районти ветерансен пуху-канашлăвне те хутшăнаççĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ.
Канашран Нурăса Шăхасан витĕр тăсăлакан асфальт сарнă сарлака çул хĕрринче виçĕ хутлă сиплев çурчĕ вырнаçнă. Çурт йĕри-тавра капмар йывăçсем тÿпенелле кармашнă. Хĕллехи вăхăтра вĕсем асар-писер çилсенчен хÿтĕлеççĕ, çулла сывлăша тасатаççĕ, халсăр çынсене йывăр шухăшсенчен хăтараççĕ. Больницăра тин кăна ĕçе пуçăннă çамрăк тухтăрсемпе медсестрасем, санитаркăсем лартнă çак йывăçсене. Унтанпа чылай çул иртрĕ: йывăçсем те пысăкланчĕç, тухтăрсем те чăн-чăн сиплев-çĕсем пулса тăчĕç. Халĕ ку çуртра терапипе неврологи уйрăмĕсем. Мĕн чухлĕ çынна çăлман-ши çакăнта çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлекен медицина ĕçченĕсем;
Больница картин тулаш енĕпе сарнă тротуарпа ирсерен васкаса утакан яштака кĕлеткеллĕ, хитре хул-çурăмлă арçынна час-часах курма пулать. Тĕл пулсан йăл кулса сывлăх сунать, хăйпе калаçакана чарăнса тăрсах тăнлать, канаш парать, вара больница картишне кĕрсе çухалать. Хăшĕ-пĕри тавçăрса та илчĕ-тĕр.
Çак арçынна Анатолий Иосифович Шашков тесе чĕнеççĕ. Нумай çул ĕнтĕ вăл неврологи уйрăмĕнче чирлисене сиплет. Анатолий Иосифович 1952 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Хурăнсур ялĕнче çуралнă. Ашшĕ _ культура ĕçченĕ, амăшĕ, Ульяна Никитична, колхозра вăй хунă. Килĕшÿпе лăпкăлăх хуçаланнă çемьере ача-пăча та лайăх çитĕннĕ. Çĕрпелти шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен Канаша çул тытнă арçын ача. Ăшри туртăмĕ, ĕмĕчĕ ăна медицина училищине илсе çитернĕ. Вĕренÿ çулĕсем ?1967-1971 ç.ç./ вĕçнĕ пек иртсе кайнă. Вĕренсе пĕтерсе фельдшер дипломне алла илнĕ хыççăн тăван ялĕнче кăштах ĕçлесе пăхнă. Мал ĕмĕтлĕ каччăн çулĕ тĕп хуланалла выртнă. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ пулса тăрать, çине тăрсах невролог пулма хатĕрленет, медицина ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене алла илет. Чирлисене йĕппе сыватассипе ?иглотерапи/, паллă неврологсен ĕçĕсемпе кăсăкланать.
1978 çулта Хурăнсур яшĕ хăйпе пĕрле вĕренекен Галинăна, Тольятти хĕрне, куç хывать. Çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Галина Ивановна та район больницинче ĕçлет, вăл _ эндокринолог врач.
Шашковсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чи пахи вара: вĕсен çемйинче тухтăр пулма ĕмĕтленекен мăнук çитĕнет. Эпир те Шашковсен тухтăр династийĕ малалла тăсăласса шанатпăр. Ĕмĕт пулсан вăл пурнăçланатех.
Фирс Григорьевич хăй патне ĕçлеме илнĕ хыççăн çамрăксене алран тек вĕçертмен. Пĕр мăшăр Шашковсем _ районти сумлă çынсем. А.Шашков пĕр хушă район больницин тĕп врачĕ пулса та ĕçлерĕ, халĕ те тĕп врачăн "сылтăм алли" тесен те йăнăш пулмĕ. Рената Николаевнăн çумĕ пулса пысăк лава пĕрле туртаççĕ.
Анатолий Иосифович _ аслă категориллĕ врач. Сумлă ятсем татах та пур унăн. Ĕç опычĕ пуян. Чи лайăххи вара _ тухтăрăн ĕçне пациентсем хаклани. Акă мĕн калать Шаккăл тăрăхĕнчен тухтăр патне сипленме килнĕскер:
_ Шашков пулман пулсан ман çемьене пурăнма питĕ йывăр пулатчĕ. Çичĕ çул хушшинче ăçта кăна пулмарăм. Халĕ эпĕ те ĕçлетĕп, _ терĕ.
Галина Федоровна хушса хучĕ: "Хам урапах утатăп _ телей вĕт ку. Çулталăкра икĕ хутчен сипленме тăрăшатăп", _ терĕ. Эпир калаçнине илтсен çамрăках мар арçын: "Эпĕ пасарлă Аччаран. "Васкавлă пулăшу" машини хăвăрт çитрĕ. Çĕрле пулсан та Шашков вăхăтра пулăшу панипе чĕр куççиллĕ юлтăм", _ терĕ.
Эпĕ те район больницинче сипленсех тăратăп. Сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсене пурне те ăшшăн тав туса çирĕп сывлăх сунатăп. Манпа пĕр шухăшлă çынсем районта нумай тесе шутлатăп.
Людмила ОРЛОВА,
ветерансен канашĕн председателĕ.
Çĕнĕ Чалкасси ялĕ.