АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунсăхлама памаççĕ

27 января 2016 г.

Ашшĕ-амăшĕ ăна пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне хĕлле шкула çунапа, кĕрлĕ-çурлă вăхăтра велосипедпа леçнĕ. Ачан сывлăхĕ хавшанине кура сусăрскере килте вĕрентме тытăннă. Çурăм шăммин шыççи аталансах пынăран ача ура çине пачах та пусайман, упаленме те вăйĕ пулман. Пĕчĕккĕллех икĕ операци витĕр тухнă вăл. Пĕрремĕшĕ шанчăк кÿмен, ача хăйне тата япăхрах туйма тытăннă. Тухтăрсем унăн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Кĕçех инвалид кÿми кÿрсе парасси пирки калаçрĕç ашшĕпе амăшĕ. Пĕчĕк чухне вара арçын ача чиперех утнă-мĕн, велосипедпа та ярăннă, урама выляма тухнă.
Владислав Егоров Катек вăтам шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренет. Учительсем ун патне кашни кунах киле çÿреççĕ. "4" тата "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан ача Александр Пушкин юмахĕсене вулама юратать, сăввисене пăхмасăр вĕренет. Пуринчен ытла математика предметне кăмăллать, кăткăс задачăсем шутлама юратать. Çурăм шăммин шыççи аталаннăран ура çине тăрайманскер ăс-тăн енчен урамра чупакан ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Шăрçа пекех хитре те яка çырать. Владикăн типтерлĕ тетрачĕсене кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне шкул ачисене те кайса кăтартнă вĕрентекен. Лайăх паллăсемлĕ дневникне хăй те уçса кăтартма вăтанмарĕ. Киле панă ĕçсене тĕплĕн, тирпейлĕ çырса пынинченех вăл чăннипех те тарăн пĕлÿ илме тăрăшни палăрать. Лайăх пурăнасчĕ тесе ырми-канми тăрăшакан, картиш тулли выльăх тытакан ашшĕ-амăшне пĕчĕк шăллĕне Егора пăхса пулăшать, тĕрлĕ юмах вуласа парать. Чи килĕшекен учитель кам тесе ыйтсан: "Пурте лайăх", _ çакнашкал ăслă хурав пачĕ арçын ача.
ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ умĕн Катекри вĕрентекенсем Егоровсем патне çитнĕ. "Хальлĕхе кама суйлассине пĕлместĕп-ха, пăртак иккĕленсе тăратăп", _ тенĕ амăшĕ Светлана Фомична. "Паллах, Игнатьевшăн, урăх тата камшăн;" _ çывăх çынни вырăнне хуравланă тавçăруллă арçын ача.
Пушă вăхăтра Владик шашка-шахматла, доминолла выляма юратать, тус-тантăшĕпе социаллă сетьре хутшăнать.
Катексем Владика пĕртте тунсăхлама памаççĕ, уроксем хыççăн класĕпех çÿреме кăмăллаççĕ ун патне. Çуралнă кунĕнче, Çĕнĕ çулта, Нарăсăн 23-мĕшĕнче тата Пĕлÿ кунĕнче парнесемпе савăнтараççĕ. Пĕрле хитре юрăсем юрланă, пылак çимĕçпе, амăшĕ пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе чей ĕçнĕ хыççăн Владикăн та кăмăлĕ çĕкленет. "Питĕ туслă та маттур пирĕн улттăмĕшсем. Пĕррехинче вĕсем урамра хăмпăсем йăтса утнине асăрхарăм. Ăçта кайма пуçтарăннине ыйтсан: "Владик патне", _ харăссăн кăшкăраççĕ хайхисем", _ каласа кăтартать шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Семенова.
Çĕнĕ çул уявĕ умĕн улттăмĕшсем Владик валли парне ыйтса Хĕл мучи патне çыру янăччĕ. Ачасем хуравне илнех пулĕ. 
Ку çулта вĕсен чи пысăк та çутă ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанатăп.
Е.АТАМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика