27 января 2016 г.
Ачча ял тăрăхне Анатолий Михайлович Аввакумов ертсе пыма пуçланăранпа кунта ырă улшăну нумай пулчĕ. Çаврăнăçуллă, лара-тăра пĕлменскер пур ыйтăва та вăраха ямасăр, çийĕнчех татса пама тăрăшать. Çак çăмăл мар ĕçе 2011 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ суйлав хыççăн пикенчĕ Анатолий Михайлович. Патшалăхăн яла аталантарма палăртнă программине пурнăçа кĕртмешкĕн Анатолий Михайлович çанă тавăрса ĕçлет.
Урамсенчи çулсене якатса-тирпейлесе тăрассипе нумай вăй хурать. Çил-тăманлă, йĕпе-сапа çанталăкра хăш-пĕр урамсене автотранспортпа кĕрсе тухма çукчĕ. 2015 çулта Катек ялĕнчи урамсене хăйăр сарса якатса, тирпейлесе тухрĕç. Анатолий Михайлович ĕçлеме пуçланăранпа хĕллесенче юр çунă-çуманах тăкăрлăксенчи, урамсенчи çулсене тасатсах тăраççĕ. Тавах!
Кун пекки чылайранпа пулманччĕ. Симĕс урамри кивĕ çăл ишĕлсе анма пуçланăччĕ. Çакă ку урамра пурăнакансемшĕн хăрушлăх пулса тăнă. Анатолий Михайлович патне çăла юсас ыйтупа пулăшу ыйтма пырсан пĕр иккĕленсе тăмасăрах пулăшма килĕшрĕ. 2014 çулта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Симĕс урамри кивĕ çăла юсама çăл кăшăлĕсемпе тивĕçтерчĕ. Йышпа хутшăнса туслăн ĕçленипе çĕнĕ çăл пулса ларчĕ.
Кĕрхи тĕттĕм каçсенче ял хушшинчи юпасем çинче çутă пулман пирки çÿреме питĕ кансĕрччĕ. Халĕ вара кашни урам тăваткăлĕнчех çутă çунать.
Катекри Культура çуртне юсаса капăрлатас ĕçре те нумай пулăшрĕ. Халĕ кунта хулари пĕр-пĕр кермене кĕрсе тухнă евĕрех: илемлĕ, хăтлă, таса. Катекре пурăнакансем несĕлсен йăли-йĕркине упрассипе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кунта йĕркеленĕ "Шевле" фольклор ушкăнĕ халăх юрри-ташшипе кăмăла çĕклет. Хамăр республикăра кăна мар, тĕрлĕ региона та тухса çÿрет. Анатолий Михайлович "Шевле" ушкăна нумай пулăшать.
"Ĕçчен алăра ĕç вылять", _ тенĕ ваттисем. Чăн та, çав тери яваплă, ĕçчен çын Анатолий Михайлович. Çакăн пек пархатарлă та сумлă ĕçсемшĕн Анатолий Михайловича ырăпа кăна аса илеççĕ Катек çыннисем. Ĕç вырăнĕнче те, çын çинче те яланах сăпайлă курма хăнăхнă эпир ăна. Çак сăпайлăхпа ăш пиллĕх сирĕн чунăрта нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ.
Ял çыннисен ячĕпе О.АНАНЬЕВА.