15 января 2016 г.
Сисĕнмесĕрех тепĕр çулталăк иртсе кайрĕ. Çĕнĕ çулта ырă çĕнĕлĕхсем, кăмăла çĕклекен пулăмсем кĕтетпĕр. Çĕнĕ çул уявне ачасем чи савăнăçли, чи лайăххи, чи ырри тесе шутлаççĕ. Вĕсем тĕлĕнтер-мĕшсен тĕнчине çитсе килме яланах хатĕр.
Кĕçĕн классенче вĕренекен тата шкул çулне çитмен ачасене Катек ял вулавăшĕн ертÿçи С.Ананьева "Асамлă Çĕнĕ çул уявне" йыхравласан вĕсем савăнсах килĕшрĕç. Кунта ачасем тĕрлĕ юмахри сăнарсемпе тĕл пулма пултарчĕç. Чи малтанах А.С.Пушкин юмахĕнчи Старикпе Карчăк тата Ылтăн пулă килсе çитрĕç.Уява пĕрле ирттерме кăмăл турĕç. Хаваслă клоунсем вăйăсем выляттарчĕç, елка тавра юрă-ташă йĕркелерĕç. Арçурипе Вупăр карчăк путишле ĕçсем туса ачасене тĕлĕнтерчĕç, пысăк савăнăç кÿчĕç.
Чунтанах кĕтнĕ хăнасем, паллах, Хĕл мучипе Юр пике пулчĕç. Вĕсем те ачасемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç, вăйăсем вылярĕç, пурне те пылак кучченеçпе сăйларĕç. Уяв пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕ. Çамрăк туссем хăйсене юмахра пулнăнах туйрĕç. Вулавăш ертÿçине, ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсене тата юмахсенчи сăнарсене калăпланă ял çыннисене тав сăмахĕ каларĕç.
Светлана АНАНЬЕВА.