АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергеева Нина юрра-ташша та, çыхма-çĕлеме те питĕ ăста

15 января 2016 г.

Сергеева Нина юрра-ташша та, çыхма-çĕлеме те питĕ ăста

Çеçпĕл ялĕ ал ĕç ăстисемпе пуян. Елизарова Зоя, Иванова Люба, сакăр вуннăран иртнĕ Никифорова Зоя, çулне пăхмасăрах, тĕрĕ тĕрлет, чăлха-нуски çыхать. Январь уйăхĕнче 57 çул тултаракан Сергеева Нинăн аллисем тĕрĕ тĕрлеме те, шăтăкла çыхма та правур. 

_ Эпир вăхăта телевизор умĕнче сериалсем пăхса сая ямастпăр, ялти "Кĕрсе тух" текен лавккана каçсерен эрнере пĕр-икĕ хутчен улаха пухăннă пек пухăнса мĕнле те пулин ал ĕçĕ тăватпăр, _ тет Нина Аркадьевна. _ Ушкăнпа ĕçлеме те кăмăллă, вăхăт иртни те сисĕнмест. Унта пире ларса ĕçлеме сак та пур, пукансем те. Тĕрлекенни тĕрлет, кам чăлха-нуски çыхать, эпĕ хам шăтăкла çыхатăп. Çиччĕн-саккăрăн пухăнатпăр та, пĕр-пĕринчен вĕренмелли те пулать. Тепĕр чухне юрă та юрласа илетпĕр: "Нина, пуçла-ха çав юрра", _ теççĕ те, турткалашса тăман. Елизарова Зоя хăй вăхăтĕнче клубра ĕçленĕ те, вăл та таса юрлать. Калаçнă-калаçнах, хам килĕштерекен юррăн пĕр куплетне сире те юрласа парам-ха: "Хыçа юлчĕ пулмалла ачалăх, вăл упранĕ кашнин чĕринче. Атте пур, анне пур пурăнмалăх _ вĕсем пире панă çут тĕнче. Саламлатпăр сире, пуç таятпăр, ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр". 
Хăлхи витĕрех пулман пирки пире питĕ тимлĕн итлесе ларакан 92-рен иртнĕ, кÿршĕрен каçнă Пăлаки тăхлачă те çамрăклăхĕ куç умне килнипе, те асамлă кĕвĕ тыткăна илнипе шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăла-шăла илчĕ, пурте пĕр самант шăп лартăмăр. Чăнах та, Нинăн сасси уçă, янăравлă, юрра ăста çын кăмăлĕпе те лайăх теççĕ. Ахальтен мар пулĕ Çеçпĕл каччи Сергеев Петĕр Куславкка тăрăхĕнчи Кĕнер ялĕнче çуралса ÿснĕ Нинăна 33 çул каялла арăм тунă!
Эпир _ кÿршĕрен каçнă Пăлаки тăхлач, унăн кинĕ Фаина Иванова, Матьшÿ ялĕнче библиотекăра ĕçлекенскер, пенсие тухиччен ялти Культура çуртĕнче ĕçленĕ Нина Сергеева тата эпĕ _ Çеçпĕл ялĕнчи 82 çулти Любовь Волкова килĕнче сăмах-юмах çапса ларатпăр. Любовь Филипповна Украинăна Çеçпĕл Мишшин вил тăприйĕ çине виçĕ хутчен кайса килни çинчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ, çул çÿреври хумхануллă самантсене те асăнмасăр хăвармарĕ. 
Нина Сергеева вара клубра ĕçленĕ чухне урам, ял уявĕсене ирттерни, кăçал республикăри хĕрарăмсен канашĕн отчетлă пухăвне кайса килни çинчен пĕлтерчĕ. Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ те, вăл унăн членĕ, тĕрлĕ ĕç хутшăнать. Сăмахран, масар çурчĕ тунă çĕрте те пулнă вĕсем, ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçре те хĕрарăмсем пултарулăх кăтартнă. Культура çуртĕнчи ал ăстисен кружокне те хĕрарăмсен канашĕ йĕркелесе янă. 
Нина Аркадьевнăн мăшăрĕ Сергеев Петĕр пенсие тухиччен колхозра токарь пулнă, нумай çул механизаторта вăй хунă, тĕрлĕрен хисеп хутне тивĕç пулнă. Тивĕçлĕ канура пулин те килте ĕçсĕр лармасть, хăйне валли мĕнле те пулин ĕç тупатех. Садри беседкăна та, ярăнчăка та хăй аллипех ăсталанă, мăнукĕсем валли ?Сергеевсен икĕ мăнук/ сĕтел-пукан та наччасах саваласа туса парать.
Сергеевсен тăватă ача. Асли 32-ре, çемьеллĕ, Шупашкарти "Эверест" автопасарта администратор пулса ĕçлет. Ун хыççăнхи _ хĕр, Шупашкарта пурăнать, садикра ĕçлет, иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Виççĕмĕшĕ те хĕр, аслă пĕлÿллĕ, шкулта вĕрентнĕ, халĕ декретра, ачапа ларать. Чи кĕçĕнни _ ывăл, салтакра.
_ Ачасемпе эпир чăннипех мухтанма пултаратпăр, _ тет Нина. _ Ку тарана çитсе вĕсенчен "тăвас килмест" сăмах илтмен. Яла килсен "анне, мĕн тумалла;" тесе кăна тăраççĕ.
_ Нина, эсир çыхма, тĕрлеме ăста. Кама пăхнă эсир; Тен, аннÿ ку ĕçпе палăрнă;
_ Анне пире пĕччен ÿстернĕ те, унăн ал ĕçĕ тума вăхăчĕ те пулман пулĕ. Вăл хĕлĕн-çăвĕн колхоз ĕçĕнче пулнă. Çыхма тăваттăмĕш класра чухне пиччерен вĕрентĕм: вĕсене шкулта ĕç урокĕнче хĕрачасемпе пĕрле çипрен пĕчĕк япаласем çыхтарнă. Çăм арлама та 4-мĕш класрах хам çине тăрса, тăрăшса вĕрентĕм, хама валли çип арласа пĕр мăшăр нуски çыхрăм. Халĕ те ахаль лармастăп, хамăрăн сурăх çук та, тăхлачсем панă çăмран ачасем, мăнуксем валли чăлха-нуски çыхатăп. Эпĕ качча килнĕ çулсенче пирĕн колхозра "Паха тĕрĕ" филиалĕ пурччĕ, унта ĕçлеме кĕрсе тумтир çĕлеме вĕрентĕм. Эпир ачасене ÿстернĕ вăхăтра лавккасенче тумтир туянма питĕ хĕнччĕ, çавăнпа курткăсене, шăлаварсене хамах çĕлеттĕм. Тен, "Паха тĕрĕре" ĕçленипех ал ĕçĕ енне туртăнтăм пулĕ; Виçĕ ачи те пĕр вăхăтра шкула çÿретчĕç те, таса, тирпейлĕ çÿретмелле вĕт-ха. Мăн кун валли кашнине çĕнĕ кĕпе çĕлесе параттăм. 
_ Нина, хĕрÿсем хăвна пăхнă пулсан тем ĕçе те ăста пулĕ.
_ Ман ачасем питĕ пултаруллă. Пĕр хĕрĕ садикра ĕçлет терĕм-çке, унта час-часах тĕрлĕрен утренник, уявсем ирттереççĕ. Вăл кашни уява хăйне валли хăй кĕпе çĕлет. Вĕсем питĕ хитре, пăхса ытарайми пулаççĕ тата. Тепĕр хĕрачи те, аппăшĕ пекех, тем çыхма та, çĕлеме те пултарать. Лавккаран илнинчен пĕрре те кая мар. Кĕпесем те хăйсемех çыхаççĕ. Тепĕр чухне юлташ хĕрачисем çилампах ыйтса илеççĕ тет те, парнелеççĕ вара.
_ Нина, чăваш тĕррипе интересленмен-и;
_ Тĕрлекелесе пăхнă, анчах хама ăста тесе калаймастăп. Юнашарти Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Лукьянова Мария Егоровна хăйсен ялĕнчи клубра чăваш тĕррипе пĕр урок ирттерчĕ. Вăл хăйне валли кĕпе те, тутăр та, арçын кĕпи те çĕлесе тĕрленĕ. Ун ĕçĕсем таçти хуласенчи выставкăсенче те пулнă, чăваш хĕрарăмĕн тĕррисене такам та курса савăннă. Хăй вăл таçта та çÿрет те, вăхăчĕ пулманнипе урăх урок ирттереймерĕ. Мария Егоровна пире чăваш тĕррине мĕнле тĕрĕс тĕрлемеллине кăтартса хăварнăччĕ.
Халĕ ачасем, мăнуксем валли хĕлле тăхăнма нускисем çыхатăп, кĕçĕн мăнука тин çеç кофта çыхса тăхăнтартăм-ха. Унăн садикра уявра çырла тумне тăхăнса тухмалла пулнă та, иксĕмĕр пĕрле кĕпине, пуçа тăхăнмаллине çĕлерĕмĕр. Ĕçленĕ хушăра "Кукаçипе кукамай пĕлĕм пĕçереççĕ" юрра юрлама вĕренчĕ. Çав каçах кукамăшне юрласа пачĕ тет. Лешсем питĕ тĕлĕннĕ. Çырла кĕпи те садикра пурне те килĕшнĕ. Çĕлесе тăхăннă кĕпе урăх никамăн та пулман тет. Кукăль е икерчĕ пĕçернĕ чухне те вăл манран хăпмасть. Кукамăшсем патне кайсан "асанне меня так учила" тесе хăех çатмапа икерчĕ пĕçерчĕ тет. 
Ачасем кашни эрнерех яла килме тăрăшаççĕ. Пĕрисем килеймесен теприсем вăхăт тупаяççех. Вĕсем килсен тÿрех мунча хутса яратпăр...
Василий ЛАПИН.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика