15 января 2016 г.
Ачча, Çĕнĕ Ачча, Йăлмачча, Катек тата Кушăк ялĕсенче ăна аслă ÿсĕмрисем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çак ялсем совет саманинче пĕр хуçалăха кĕнĕ. Ячĕ унăн «Советская Армия» пулнă, малтан _ колхоз, кайран _ совхоз. М.Петров чи лайăх механизаторсенчен пĕри шутланнă. Ачаллах ĕç ун çумне çыпçăннă. Шкулта вĕреннĕ, Казахстанри Караганда хулинчи профессипе техника училищинче тракторист ĕçне алла илнĕ.
Вырма вăхăтĕнче Михаил Петрович комбайн штурвалĕ умне ларнă. Иртнĕ ĕççире ветерана шанса панă "уй-хир карапĕ" "Агрофирма" Канмаш" тули мар яваплă пĕрлĕхĕн тырă пуссинче "хуçаланнă". Механизатор ĕçĕнче 50 çул ытта вăй хунă. Кун-çулĕнче, паллах, савăнăçлă самантсем те, кулянмалли вăхăт та пулнă. Йывăрлăха çĕнтерме хевте çитерсе пынă, çемье ăшшине упранă. Мăшăрĕшĕн шанăчăклă упăшка, ачисемшĕн ырă, пулăшакан ашшĕ пулнă.
Михаил Петровăн çăмăл мар ĕçне тивĕçлĕ хак панă. Ăна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе, хисеп грамотисемпе нагадăланă, хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Михаил Петрович районти чи лайăх ял хуçалăх ĕçченĕсен йышне кĕнĕ.
Виталий АЛЕКСЕЕВ тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.