15 января 2016 г.
Раççей пичечĕн кунĕ "Ведомости" хаçатăн пĕрремĕш номерĕпе çыхăннă. Вăл 1703 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче кун çути курнă. 1917 çулхи Октябрьти революци хыççăн ăна майăн 5-мĕшĕнче паллă тунă. Çав кун «Правда» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ калăпланнă. 1991 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн Президиумĕ "Раççей пичечĕн кунĕ çинчен" постановлени кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн Пичет кунĕ январĕн 13-мĕшĕнче тесе çирĕплетнĕ.
Пирĕн республикăра январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче Чăваш пичечĕн кунне уявлаççĕ. Унăн çăл куçĕ чăннипех те Н.В.Никольский прфессор 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче никĕсленĕ "Хыпар" хаçат пулса тăнă. 1931 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Канаш тăрăхĕн çыннисем патне пирĕн хаçат "Сотсиалисăмшăн" ятпа çитнĕ. Кăçал канашсен хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул çитет. Çак тапхăрта унăн ячĕ темиçе хут та улшăннă. Сăмахран, "Вăйлă тыр-пулшăн", "Коммунизмшăн", "Канаш ен".
Хальхи вăхăтра редакци коллективĕ икĕ хаçат кăларать: "Канаш" тата "Канаш ен". Штат пысăках мар пулин те хаçат вăхăтра вулакансем патне çитет. Акă мĕнле хак парать пирĕн хаçата нумай çул илсе тăракан, Канашри педколледж ветеранĕ М.Я.Яковлев: "Хулапа район пурнăçне "Канаша"тата "Канаш ене" вуласа пĕлетпĕр. Çакăнта П.Ефимовпа В.Лапин корреспондентсен, В.Ачча яваплă секретарĕн тÿпи пысăк. Хамран тата вулакансенчен вĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тăвас тетĕп. Кашни номертех вĕсен материалĕ пичетленет. Мĕнле кăна ĕлкĕреççĕ-ши вĕсем!" Паллах, çакăн пек хаклава илтме кăмăллă. Тавах, Михаил Яковлевич, ырă сăмахăрсемшĕн.
Эпĕ унăн шухăшне малалла аталантарас тетĕп. Хаçат кăлаплассинче Л.Шурекова тĕп редакторăн, унăн çумĕн И.Андрееван, пай редакторĕн А.Мясниковăн, К.Емельянова корректорăн, Л.Васильевăпа И.Козлова операторсен ĕçĕ курăмлă. Финанс лару-тăрăвĕпе Т.Осипова тĕп бухгалтер, И.Паняева реклама менеджерĕ тивĕçтерсе тăраççĕ. Л.Тимофеева техслужащи тасалăхпа тирпейлĕх тытса тăрать.
Хаçат полиграфи енчен мĕнле пулни А.Шулаев ерт-се пыракан "Канашри издательство çурчĕ" акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче ĕçлекенсенчен нумай килет. Ку ĕçе директор çумĕ А.Васильева, А.Ярлыгинпа В.Васильев печатниксем, О.Васильев хут касакан, И.Гаврилова оператор, З.Федорова монтажист, çĕвĕ машинисен машинисчĕ Н.Васильева тата ыттисем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕсем, обществăлла корреспондентсем хаçатçăсем валли материалсем тăратса сисĕмлĕ пулăшу параççĕ.
Хам ятпа тата журналистсен вырăнти уйрăмĕн ячĕпе ĕçтешсене, журналистсене, полиграфистсене, вулакансене Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.
Петр ЕФИМОВ,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ.