АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература çулталăкĕ пуян пулчĕ

01 января 2016 г.

Вăхăт чуппине тытса чарма çук. Акă тата тепĕр çул хыçа юлчĕ. Унпа пĕрлех - Константин Иванов çулталăкĕ те. Мĕнпе асра юлчĕ-ха вăл пирĕн шкул пурнăçĕнче; 

Ачасен, ашшĕ-амăшĕн, учительсен чăвашлăх туйăмĕ мĕнле шайра пулнишĕн эпир, чăваш чĕлхипе литературине тата культурине вĕрентекенсем, хамăра яваплă тесе шутлатпăр. Çавăнпа ку çулталăкра ĕçсен шучĕпе пахалăхне ÿстерме тата, чи кирли, май пур таран вĕсене кашни ачана, кашни вĕрентекене, кашни ашшĕ-амăшне явăçтарма тăрăшрăмăр.
Ялти Культура çуртĕнче Литература çулталăкне уçнăранпа чылай ĕç пулса иртрĕ, уроксенче Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне тишкертĕмĕр, сăввисене пăхмасăр калама вĕрентĕмĕр, хайлавĕсенчи сăнарсене "чĕртсе тăратрăмăр". Шупашкарти театрсене те çитсе куртăмăр. И. Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă "вĕри юнлă çемçе чун" спектакль пире К.Иванов çамрăклăхĕпе юратăвĕ çинчен ытларах пĕлме пулăшрĕ. "Нарспи" мюзикла пăхни кашнин чунĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Çыравçă вĕреннĕ, пурăннă, ĕçленĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулне те çитсе куртăмăр эпир ачасемпе, унтан чунпа пуянланса, мăнаçланса таврăнтăмăр. Çул çÿреврен таврăнсан кашнинчех ачасене хăйсен шухăш-туйăмне уçса пама ыйтатăп. Семенова Аня ?8-мĕш класс/ çапла çырать: "Пирĕн ялта Нарспи ятлă пĕр хĕр те çук. Ĕлĕк те пулман теççĕ. Мĕншĕн-ши; Ячĕ питĕ чипер вĕт-ха. Кукамайран ыйтса пăхрăм. Вăл вара çапла каларĕ: "Нарспи" поэмăна кашни чăвашах пĕлет пуль. Эп те ăна вуланă, спектакльне те пăхнă. Нарспи шăпи телейсĕр пулнă, вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ача çуралсан ятне пĕлсе хумалла теççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ ăраскаллă пултăр тесе тăрăшать, çавăнпа телейсĕр çын ятне хурасшăн мар хăйĕн ачине". Кукамай сăмахĕсем мана шухăша ячĕç". Трофимова Сильвия ?8-мĕш класс/ ĕçĕнчи йĕркесене те илсе кăтартас килет: "Ман асатте 74 çулта. "Нарспи" поэмăна ку таранччен вăл темиçе хут та вуланă, хăш-пĕр сыпăка пăхмасăр калама пĕлет. Манпа пĕрле тепре вуласа тухрĕ те савăнса çапла каларĕ: "Вăйлă! Питĕ лайăх çырнă! Пĕтĕмпех ăнланмалла". 
10-мĕш класра вĕренекен хĕрсемпе каччăсем те шухăшлама, тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума пултарни савăнтарчĕ. "Пур-и паян Нарсписем; Камсем вĕсем;" тесен çапла хуравларĕç: "Паллах, пур. Сăнĕпе те, чунĕпе те илемлисем. Ĕçченнисем. Юратма пĕлекеннисем. Хăюллисем. Юратушăн, телейшĕн кĕрешекеннисем. Савнă çынна сутманнисем". Пĕри вара çапла çырать: "К.Иванов вилĕмсĕр "Нарспи" поэмине 17 çулта çырнă. Вăл ун чух манран пĕр çул кăна аслăрах пулнă-çке! Чăннипех те гений, талант! Эпир вара, вуннă-мĕшсем. Пирĕнтен кам та пулин историе кĕрсе юлмалли ĕç тăвайĕ-ши хăй ĕмĕрĕнче;"
"Константин Иванов хунавĕсем" ăмăртупа çулталăка вĕçлетпĕр. Кашни класс нумайрах балл пухса çĕнтерÿçĕ пулма тăрăшать.
"Тантăш", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат журналисчĕсемпе, Виталий Енĕш çыравçăпа, Анатолий Абрамов журналистпа, чăваш чĕлхи учебникĕн авторĕпе Г.В.Абрамовăпа, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕпе В.Алексинпа тĕл пулни кашни çемьене хаçат-журналпа, кĕнекепе ытларах туслаштарас ĕçе пысăк витĕм кÿчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çĕнĕ çултан илсе тăма ытларах хаçат-журнал çырăнса пачĕ. Н.Е.Борисова, З.В.Петрова, Т.И.Васильева ертсе пынипе ачасем "Канаш ен", "Тантăш" хаçатсемпе, "Тетте", "Асамат" журналсемпе тачă çыхăну тытма пуçларĕç. Уйрăмах Ирина Андрияновăна ?6-мĕш класс/, К.Николаевăна ?4-мĕш класс/, Н.Васильева ?4-мĕш класс/, А.Данилова ?4-мĕш класс/ палăртса хăварас килет.
Вĕрентекенсене пур ĕçре те хастар пулнăшăн, тăван чĕлхене, культурăна, халăха, çĕршыва сума сунăшăн, пур ĕçре те ачасене тĕслĕх кăтартса пынăшăн шкул директорне В.К.Германова, унăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Н.В.Семеновăна, чăваш кĕвви-çеммин, юррин ăстине В.К.Дмитриева пире пур енлĕн пулăшса пынăшăн чунтан тав тăватпăр.
"Çĕнтерÿ салючĕ", "Алăкран тухрăм _ тайăлтăм", "Шкул шăпчăкĕ" фестивальсене, Республика кунне, Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче Чăваш вăййине хутшăнни, Канаш хулипе районĕнчи çамрăк каччăсене салтака ăсатни _ çаксем пурте нумайлăха асра юлмалли мероприятисем пулса тăчĕç.
Ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр. Халĕ вара çĕнĕ çула _ Ĕç çыннин çулталăкне _ çул паратпăр.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА,
Катек вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика